Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чиркӳ пуҫлӑхӗсем те сасӑлама чӗнеҫҫӗ

РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнине ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ сасӑлав июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлать

Конституцири тӳрлетӳсем ҫӗршыв ҫыннисене социаллӑ пурнӑҫ енӗпе хӳтӗлеҫҫӗ, РФ халӑхӗсен культурисене, чӗлхисене упрама, хӑйсен интересӗсене хӳтӗлеме май парать.
Ҫак шухӑша Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан видеообращенире  каланӑ.
"Конституцири тӳрлетӳсем питӗ кирлӗ. Эпир пирӗн ҫӗршыв яланах никама пӑхӑнман патшалӑх пулса юлтӑр теместпӗр-им? Пирӗн ачасем, хӗрарӑмсем, ватӑ ҫынсем конституци тӗлӗшӗнчен социаллӑ хӳтлӗхре пулмалла мар-и? Эпир пирӗн халӑхпа пӗрле, ҫавӑнпа та тӳрлетӳсем кӗртекен Конституци вӑл пирӗн интерессене малашне те хӳтӗлени", – чӗнсе каланӑ митрополит тутарстансене.
Владыка шучӗпе Раҫҫейӗн Тӗп законне улӑштарни ҫӗршывв пуласлӑхри хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлет: "Куратри, коронавирус – курӑнман тӑшман – мӗнле сехрелентерет. Тулта мӗн чухлӗ йывӑрлӑх! Тутарстансен пӗрлӗхӗпе чӑмӑртанӑвӗ пӗтӗм Раҫҫее эпир экономика тата культура тӗлӗшӗнчен прогрессивлӑ пулнине кӑна мар, хамӑр суйлавшӑн яваплӑ пулнине те кӑтартмалла".

РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртнине ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ сасӑлав июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев