Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлекенсен шучӗ ӳснӗ

Любовь Авдонина хушса каланӑ тӑрӑх, чирӗн йывӑр формисем амаланни ҫынсем хӑйсем тӗллӗн сипленмелле пуҫланӑран тата медиксем патне кая юлса пынӑран та йышлӑ

Тутарстанра ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн йывӑр формисем ӳсме пуҫланӑ. Кун ҫинчен "Татар-информ" агентствори пресс-конференцире ТР Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.
заместитель руководителя Управления Роспотребнадзора по РТ Любовь Авдонина.
"Ноябрӗн пӗрремӗш эрнисенче 65 ҫултан аслӑрах ҫынсем октябрь уйӑхӗнчи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, 1,5 хут ытларах чирлеме пуҫланӑ. Ҫавна кура чирӗн йывӑр формисем нумайланнӑ, вӗсем ытларах 65 ҫултан иртнисене асаплантараҫҫӗ", – тесе палӑртнӑ спикер.
Любовь Авдонина хушса каланӑ тӑрӑх, чирӗн йывӑр формисем амаланни ҫынсем хӑйсем тӗллӗн сипленмелле пуҫланӑран тата медиксем патне кая юлса пынӑран та йышлӑ.
Ведомство ертӳҫин ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Covid-19па чирленӗ ҫынсен шучӗ пӗтӗмӗшле илсен, 3,5 процента ӳснӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев