Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлесен парӑнакан пособи пӗлтӗрхинчен иртет

Хисеп формули ансат: 2 ҫул хушшинчи (730 кун) вӑтам тухӑҫа больничный листра ҫырӑннӑ кунсене хутламалла

 

2020 ҫулта чи пӗчӗк ӗҫ укҫин калӑпӑшӗ 12130 тенке ҫитнине кура больничный листпа парӑнакан пособи те ӳсет. Унӑн чи пӗчӗк калӑпӑшӗ 398,79 тенкӗ пулать, чи пысӑкки – 2307,37 тенкӗ.
Больничныйне кайнӑ ӗҫлекен мӗн чухлӗ илессине чи малтан унӑн 2018-2019 ҫулсенче вӑтам тухӑҫӗ мӗн чухлӗ пулнинчен килет.
Хисеп формули ансат: 2 ҫул хушшинчи (730 кун) вӑтам тухӑҫа больничный листра ҫырӑннӑ кунсене хутламалла. Хушма коэффициент мӗн чухлӗ пулни ӗҫ стажӗнчен килет:
- 8 ҫултан ытларах –100%
- 5 ҫултан 8 ҫула ҫити — 80%
- 6 уйӑхран 5 ҫула ҫити — 60%.
Ӗҫ стажӗ 6 уйӑхран сахалтарах-тӑк, пособине чи пӗчӗк ӗҫ укҫине кура хисеплеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев