Сувар

Чистай районӗн пуҫлӑхӗ коронавирусран прививка тутарнӑ

Начальниксем тӗслӗх кӑтартнине халӑх кирлӗ пек йышӑнать

 Ҫакӑн валли Дмитрий Иванов Чистайри тӗп район больницине килнӗ.

21 кунран ӑна тепӗр хут вакцинаци кӗтет.

"Ман шутпа прививка тумаллах. Ҫакӑн пек туса эпир пурте пӗрле вируса чармалла. Шел пулин те, нумайӑшӗ чире йывӑрпа тӳссе ирттереҫҫӗ. Пирӗн хамӑра, ҫывӑх ҫынсене, уйрӑмах аслӑ ӑрӑва сыхламалла. Эпир самоизоляцин йывӑр тапхӑрне пурӑнса ирттертӗмӗр. Ӑна тепӗр хут кӗртмелле мар",– тенӗ Дмитрий Иванов.

Чистай районӗн пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинаци тума вӑл хӑй тӗллӗн йышӑну тунӑ, ыттисене ертес мар тесе.

"Чистопольские известия" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: