Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

ЧӖКЕÇ АППА

Тивӗçлӗ канăва тухсан та икӗ çул фермăналла утрӗ-ха

Пирӗн Чӗкеç аппа (Раиса Владимировна Юдина, хӗр чухнехи хушамачӗ  Патшеева) Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çемьери виçӗ хӗрпе пӗр ывăлтан чи кӗçӗнни вăл. Ашшӗ вăрçа кайиччен Теччӗ тăрăхӗнчи Тарханпуçне окоп чавма, дамба тума хутшăннă. 1942 çулта фронта кайма унăн та черечӗ çитет. Чӗкеç аппа ун чух темиçе уйăхра кăна пулнă-ха. Çулталăкранах, 1943 çулта ашшӗ пӗр çапăçура хыпарсăр çухални пирки хыпар килет. Вилтăприйӗ ăçти паянхи кун та паллă мар.

1944 çулта Чӗкеç аппан аслă тетӗшне, Ваççа ятлине, те вăрçа илсе каяççӗ. Çемьене кун хыççăн тата йывăра килет. Хӗрарăм ӗçӗпе пӗрлех арçын ӗçне те тума тивет вӗсен: хирте ӗçлемелле, вăрман касма каймалла... Выçăллă-тутăллă пу­рăнса ирттереççӗ çав йывăр çулсене. Аслă тетӗшӗ хӗсметрен 1951 çулта çулла сывă таврăнсан тин пурнăçӗ майпен çăмăлланать.
Чӗкеç аппа 1957 çулта ялти çичӗ класлă шкултан лайăх паллăсемпе кăна вӗренсе тухать. Малалла вӗренме кайма май çуккипе çамрăклах ӗçе кӳлӗнет. Çитменнине вăл шкул пӗтернӗ çулах 55-ри амăшӗ йывăр чирлесе вилет.
Çав çулхине çулла Чӗкеç хире чӗкӗнтӗр çумлама çӳрет, кӗркунне хамăр ялти Суворов ячӗллӗ колхозра сысна пăхнă çӗрте ӗçлет.
1960 çулсенче юлташ хӗ­рӗсемпе пӗрле Ульяновск облаçӗнчи Загудаевка совхоза ӗçе вырнаçать, унта вӗсем тăватă çул таранчченех ӗне сунă çӗрте ӗçлесе пурăнаççӗ. 1963 çулта кӗркунне каялла яла таврăнаççӗ. Çав çулах кӳршӗллӗ Çӗнӗ Чукала, Бауман ячӗллӗ колхоза, хăнăхнă доярка ӗçне кӳлӗнет. Ӗне сăвасси вăл çăмăл ӗç мар, çитменнине ӗлӗкхи вăхăтра. Ун чух мӗнпур ӗçе алă вӗççӗн тума тивнӗ. 15-20 ӗнене алăпа сунă, вăл вăхăтра аппаратсем пулман-ха. Пурăнма çав ялтах, пӗр пушă çуртра пурăннă, апатне хăйсемех пӗçерсе çинӗ, пӳрте хӗлле улăмпа кăна хутса ăшăткаланă. 4-5 çухрăмри яла хуть мӗнле çанталăкра та çуранах килсе апат-çимӗç илсе кайнă.
Чӗкеç аппа Бауман ячӗллӗ колхозра 6 çул ӗне сунă, ӗçре хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă, çитӗнӳсем тунăшăн Хисеп хучӗсене тивӗçнӗ. 1969 çулта Алешкин Саплăк каччипе çемье çавăрнă. Чӗкеç аппа качча тухсан та çăмăл ӗç шыраман, колхозра сысна пăхма вырнаçнă. Мăшăрӗ çулла комбайнпа, хӗлле фермăра апат, шыв ăшăтнă çӗрте кочегар пулса ӗçленӗ.
Вӗсем виçӗ ывăлпа икӗ хӗр çуратса ӳстерчӗç. Ачисем халӗ пурте çемьеллӗ, ача-пăчаллă, мăнукӗсем те пур.
Чӗкеç аппа 1991 çулта тивӗçлӗ канăва тухсан та икӗ çул фермăналла утрӗ-ха, çур ӗмӗрне фермăра ӗçлесе ирттерчӗ тесен те юрать. Шел пулин те, ним тума та çук, пурнăçра савăнăçӗ те, хуйхи те çумрах çӳрет. 2000 çулта Чӗкеç аппан мăшăрӗ ăнсăртран вилсе кайрӗ, ултă çултан (2006) Юрик ятлă ывăлӗ çамрăклах пурнăçран уйрăлчӗ.
Чӗкеç аппа хальхи вăхăтра тӗп килте Сергей ятлă ывăлӗпе, кинӗпе тата мăнукӗсемпе пӗрле савăнса, килӗштерсе пурăнать. Ытти ачисем, мăнукӗсем сыв­лăхне пӗлме килсех çӳреççӗ.
Декабрь уйăхӗнче вăл хăйӗн­ 80 çулхи юбилейне çывăх тă­ванӗсемпе, ачи-пăчипе, мă­нукӗсемпе пӗрле пуçтарăнса паллă турӗ. Çак ятпа аппана тепӗр хут саламлатпăр, çирӗп сыв­лăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр.

Николай ПАТШЕЕВ.
Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк­ре Р. Юдина (варринче) çамрăк чухне юлташ хӗрӗсемпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев