Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗлхене çухатасран курăмлă ӗçсем ӗнерех кирлӗччӗ

 Чӗлхе аталанăвӗ уявсемпе юрă-ташă шайӗнче кăна пулнă хыççăн, тинех тӗрӗс йышăну патне çитрӗмӗр иккен

Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев хушăвӗпе хатӗрленӗ «Чăваш чӗлхине упраса хăварасси, вӗрентесси тата аталантарасси» патшалăх программине декабрӗн 9-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ ырланă.


Наци политикипе çыхăннă пысăк ӗç тенӗ пулăттăм çакна. Тӑван чӗлхене упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси нихçанхинчен çивӗчрех вӗт халӗ, ялсенче те ашшӗ-амăшӗсем ачисене чăвашла калаçтарасшăн мар, садиксенче вӗрентмеççӗ. Чӗлхене çухатасран курăмлă ӗçсем ӗнерех кирлӗччӗ пек. Çапах ку программăшăн та тав. Çӳлтен тӗрев пулмасан наци политики аталанаймасть, кăна пурте ăнланатпăр. Программăна республика шайӗнче йышăннин усси пулатех. Вăл Чăваш Еншӗн кăна мар, Раççей регионӗсенче пурăнакан чăвашсемшӗн те пӗлтерӗшлине те палăртмалла. Тӑван чӗлхене вӗрентмелли çӗнӗ меслетсем, уйрăмах ача сачӗсем валли, пире те çав тери кирлӗ.
Программăна пурнăçлама Чăваш Ен 28 миллион та 300 пин тенкӗ укçа уйăрма палăртнă. Унпа​ чӑвашла кӗнекесем ытларах кӑларса халӑхра сарма, тӑван чӗлхене вӗрентмелли çӗнӗ меслетсем хатӗрлеме, интернетра чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма, чи пӗчӗккисем валли чӑвашла мультфильмсем ӳкерме палăртаççӗ. Мӗнех калăн, савăнăçлă хыпар. Республика Пуçлăхӗ тимлӗхе илчӗ пулсан, пурнăçланатех.
Чăваш наци конгресӗн президенчӗ, хисеплӗ ентешӗмӗр Николай Федорович Угасловăн «Чăваш чӗлхине упраса хăварасси, вӗрентесси тата аталантарасси» патшалăх программине йышăнни пирки комментарине хамăр вулакансене те пӗлтерес терӗмӗр:
«Чăваш чӗлхине упраса хăварасси, вӗрентесси тата аталантарасси» патшалăх программине йышăнни пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм. Эпир патшалăх шайӗнче ятарлă программа йышăнас тесе тӗллевлӗ ӗçлерӗмӗр, тинех унăн çимӗçӗ пулса çитрӗ. Чӗлхене упраса хăварас тесен, амăш сӗчӗпе, ача пахчисенчен пуçласа тăван чӗлхене вӗрентмелле, ун валли тивӗçлӗ майсемпе мелсем туса памалла тесе хам та кашнинчех каланă, калатăп та.
Халăх пуянлăхӗ, халăх пуласлăхӗ тăван чӗлхере. Чӗлхе пулмасан наци пӗтет. Раççей тӗрлӗ нацисен хăйнеевӗрлӗ чӗлхипе тата культурипе пуян. Çавăнпа та, халӗ Чăваш Республикин Пуçлăхӗ, Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Алексеевич Николаев тăрăшнипе йышăннă программа питӗ вырăнлă та вăхăтлă тесе шутлатăп. Ку вăл пире тата та тăрăшса, çирӗп утăмсемпе утма хистет».
Çапла вара, туссем, пăр тапранчӗ! Нумай çул чӗлхе аталанăвӗ уявсемпе юрă-ташă шайӗнче кăна пулнă хыççăн, тинех тӗрӗс йышăну патне çитрӗмӗр иккен. Чӗлхе аталанăвӗ вăл яланах чи малтан çемьере, вӗренӳре (халӗ тата интернетра та), çапла пулмалла та, чӗлхене упраса хăвармалли урăх мел çук.

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк ЧНК пресс-службин

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев