Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧӖЛХЕНЕ УПРАССИ САДИКРЕН ПУÇЛАНАТЬ

Пирӗннисен çитӗнсе пынă май тăван чӗлхе, тăван культура, йăла-йӗрке патне интересӗ пӗтмест

Кашни халăхăн культури, историйӗ, йăли-йӗрки, чӗлхи хăйне евӗрлӗ. Вӗсене упраса хăварасси тӗп тӗллев пулмалла. Тутарстанра 100 ытла наци. Халăхсен, конфессисен туслăхӗ нимӗнпе танлашайми пуянлăх пирӗн. Республикăн наци политики халăхсен пӗртанлăхне тӗпе хурать. ТР Президенчӗ Р.Минниханов çакна пысăк тимлӗх уйăрса 2021 çула республикăра Халăхсен туслăхӗпе пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе йышăнчӗ.

 

Чăваш халăхӗн чӗлхипе культурине упраса хăварас тесен ӗçе ача садӗнчен пуçламалла. Ачан аталану никӗсӗ кунта хурăнать, ыттисемпе хутшăнма вӗренет.  Телее, кун валли пирӗн, Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç ялӗнче мӗнпур услови пур. Ялти пуçламăш шкул-ача садӗнчи вӗрентӳпе воспитани ӗçӗ вӗренӗвӗн пӗр картлашкинчен теприне куçса пырать.
Тăван халăх культурипе пал­лаштармалли тӗп мел вăл – вăйă. Ун урлă халăх йăлипе, культурипе, историйӗпе паллашать ача. Вăйă ячӗ хăйех мăн асатте-асан­несем мӗн ӗçлесе пурăннине кăтартать. Ӗçӗн тепӗр пайӗ вăл – шкулпа ашшӗ-амăшӗ хуш­шинчи çыхăну. Эпир ачасем­пе тата ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле «Сурхури», «Çăварни», «Акатуй» мероприятийӗсем ирттеретпӗр.
Хам директор, шкулта ӗçлекен пулнă май, лайăх куратăп, тăван чӗлхене вӗрентесси çулран-çул улшăнса пырать. Шкул яланах ачана тăван халăх культурипе паллаштарма, ăс-хакăл воспитанийӗ парса ăна халăх, çемье йăли-йӗркине хисеплеме, малалла тăсма вӗрентме тӗллев лартать.
Вӗрентӳ, класс, шкул тулашӗнчи ӗçсенче пухнă опыт пире вӗрентӳпе воспитани ӗçне этнокультура компоненчӗ хушса йӗркелеме пулăшрӗ.
Чăваш чӗлхи вăл – тӗрӗ чӗлхи. Орнаментсенче халăх аваллăхӗ, тӗрӗри хӗвел, тусем, шыв, вут, пурнăç йывăççисем тăрăх пăхса эпир авал çынсем çутçанталăка, космоса мӗнле хисепленине куратпăр. Чăваш тӗрринче вăрттăнлăхсем нумай, хăш-пӗр эреше, уйрăмах руна çырулăхӗпе çыхăннисене, тӳрех ăнланма та çук. Эпир çав вăрттăнлăхсемпе ачасене паллаштаратпăр. 2009 çултан чăваш тӗррине вӗренме тытăнтăмăр. Малтан ӳкертӗмӗр, унтан пукане тумӗсене тӗрлерӗмӗр. Кайран вак шăрçапа тӗрлеме пуçларăмăр. Тухья тума та вӗрентӗмӗр.
2018 çулта пирӗн наци тумӗллӗ пуканесем  «Сувениры России» курав-ярмăрккăна хутшăнса «Чи лайăх курав экспозицийӗ» номинацин 3-мӗш степеньлӗ лауреачӗн дипломне тивӗçрӗç. Çӗршыв çакăн пек конкурссем йӗркелени ачасене пултарулăха аталантарма хавхалантараççӗ.
Халăх историйӗпе йăли-йӗркин вӗрентӗвӗнче музейсен тӳпи пысăк. Шкулта музей кӗтесӗ уçрăмăр. Экспонатсем пуçтарма, музей урокӗсем,  шкул тулашӗнчи мероприятисене ашшӗ-амăшӗсене хутшăнтаратпăр.
2019 çулта Тутарстан Наци музейӗн «Музей пасарӗ – 2019» ярмăрккине хутшăнтăмăр.
Чăваш кӗвви те культурăн тӗп пуянлăхӗсенчен пӗри. Ачасене уроксенче эпир чăваш юрри ӗлӗк ахаль кану кăна пулманнине ăнлантаратпăр.
Районта иртекен «Троица юррисем» православи юррин фес­тивальне çӳллен хутшăнса лауреат пулса таврăнатпăр. Пирӗн педагогсемпе вӗренекенсем ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, Чăваш Ен тăван чӗлхепе ирттерекен мӗнпур мероприятие хутшăнаççӗ. «Чӗрӗ классика» сăвă вулакансен конкурсӗн, Чăваш литературин произведенийӗсем тăрăх «Эпӗ пӗчӗкçӗ чăваш» видеоинсценировкăсен регионсем хушшинчи конкурсӗн, чăвашла «Чӗвӗлти чӗкеç» Пӗтӗм Раççей вăйă-конкурсӗн çӗнтерӳçисемпе призерӗсем пулчӗç.
 Чăваш Енре тухса тăракан «Тетте» журналпа çыхăну тытатпăр. Шупашкарта тухса тăракан «Самант» журналăн, «Тантăш» хаçатăн тата Хусанта тухакан «Сувар» республика хаçачӗн альтернативлă çырăнтарăвне ачасен хушшинче  йӗркелерӗмӗр. Çапла майпа пирӗн ачасен тăван чӗлхепе тухса тăракан хаçат-журнала вулама май пур.
Ялти пуçламăш шкултан вӗренсе тухсан малалла Аслă Аксу шкулне вӗренме каяççӗ. Вӗсен вӗренӗвне те сăнаса тăратпăр, çитӗнӗвӗсемпе са­вăнатпăр.  Пирӗн ачасен çи­тӗнсе пынăçемӗн тă­ван чӗлхе, тăван культура, йăла-йӗрке патне интересӗ çухалманни савăнтарать. Вӗсем чăваш чӗлхипе литературăпа иртекен олимпиадăсене хутшăнаççӗ.  Мă­наçланатпăр эпир хамăрăн вӗренекенсемпе!
Пирӗн ачасем 2019 çулта Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа çамрăк поэтсен хушшинче иртнӗ «Çӗнӗ хум» конкурсра – çӗнтерӳçӗ, 2020 çулта И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗнче «Автор сăвви» номинацире – пӗрремӗш, 2020 çулта Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулне халалланă сăвă вулакансен конкурсӗнче çӗнтерӳçӗ пулчӗç.
Тăван чӗлхене вӗренме, халăх культурине аталантарма ытти халăхсемпе пӗр тан майсем туса панăшăн хамăрăн президента Рустам Нургалиевич Минниханова, район пуçлăхне Марат Ринатович Гафарова чӗререн тав тăватпăр. Шанатпăр, пирӗн чӗлхе пӗтмест, малалла та аталанать.
Галина КУДРЯШОВА,
Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкул-ача сачӗн директорӗ,
Çӗпрел районӗ.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев