Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗмпӗрти Акатуя кӗпӗрнаттӑр хутшӑннӑ

Сергей Морозов чӑвашсен Акатуйне пӗрре те сиктермест. Вӑл кунта кӗтнӗ хӑна, тӑванӗсем чӑвашсем пулнине те пытармасть.

Хӗрлисен вӑхӑчӗ хыҫра юлчӗ пулин те, чӑвашсем пионери йӑлисене тытса пыраҫҫӗ-ха, манман. Уйрӑмах Ленин ҫуралнӑ хулара - Чӗмпӗрте.

КПСС витӗмӗ чакса пынӑ вӑхӑтра-ши, тен, каярах-тӑр та, пирӗн пурнӑҫра тӗрленӗ пилоткӑсемпе тӗрленӗ галстуксем кӗре пуҫларӗҫ. Ҫакна хӑш-пӗр экспертсем йӑласен трансформацийӗ пек ӑнлантараҫҫӗ: строй улшӑннӑ, хӑнӑхнӑ япала асра. 

Паянхи Чӗмпӗрти облаҫ Акатуйӗ те хаклӑ хӑнасене парне панинчен пуҫланчӗ. Вӑл пионера илнӗ церемоние аса илтерчӗ хӑшӗсене - пилотка тӑхӑнтараҫҫӗ те, галстук ҫыхаҫҫӗ. 

Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов чӑвашсен Акатуйне пӗрре те сиктермест. Вӑл кунта кӗтнӗ хӑна, тӑванӗсем чӑвашсем пулнине те пытармасть. 

Иртнӗ ҫулсенче УОЧНКА ертӳҫисем ӑна арҫын кӗпи, шупӑр тӑхӑнтартрӗҫ пулсан, кӑҫал пилоткӑпа галстук парнелерӗҫ. 

Йӑла тӑрӑх Сергей Иванович парнесене йышӑннӑ хыҫҫӑн килти сӑра тутанса ҫавра ҫӑкӑр астивсе пӑхрӗ.

Йӑла тенӗрен, кунта ҫакна каласа хӑвармалла. Ӗлӗк Чӗмпӗр кӗпернинче (хальхи Ульяновск облаҫӗ) анатри чӑвашсем пурӑннӑ. Вӗсен ҫипуҫӗнче пилотка евӗр калпак пулни ҫинчен тӗпчевҫӗсем асӑнмаҫҫӗ. Вӑл тури чӑвашсен пуҫне тӑхӑнмаллийӗ. 

Ирина Трифонова сӑнӳкерчӗкӗсем  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздник