Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗмпӗрсем Атте кунне уявлаҫҫӗ

Мӗншӗн эрнекун тесе ыйтатӑр-и? Мӗншӗн тесен шӑматкунпа вырсарникун облаҫра хӑватлине сутмаҫҫӗ. 

Мӗншӗн эрнекун тесе ыйтатӑр-и? Мӗншӗн тесен шӑматкунпа вырсарникун облаҫра эрех сутмаҫҫӗ.

Ҫук, паллах, эпир шӳтлетпӗр. Ҫак куна Илья Николаевич Ульянов ҫуралнӑ кунпа ҫыхӑнтарнӑ. 6 ача ашшӗ, ҫутта кӑларакан педагог, унра, сӑмах май, чӑваш юнӗ те чупнӑ. 

Чулхула кӗпернинчен Аҫтӑрхана тарса килнӗ крепостной хресчен чӑваш пулнӑ унӑн ашшӗ. Вӑл ҫӗвӗҫ ӗҫне йӗркелесе ярса ура ҫине тӑрать, калмӑк хӗрне качча илет. Ывӑлӗ Илья  ҫӗкленсе кайса кӗпернери халӑх шкулӗсен инспекторне ҫитет. Унӑн дворян титулне илме май пулнӑ.

И.Н.Ульянов Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче 150 шкул уҫтарать. Вӑл ҫыннӑн нацине пӑхмасӑр пӗлӳ илме майсем пулмалли ирӗкне хӳтӗленӗ мӗн виличчен. Ахальтен мар И.Я. Яковлевпа ҫывӑх юлташсем пулнӑ вӗсем. Шел пулин те вӑл ывӑлӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса ӗлкӗреймесӗрех вилсе каять. Каярах пӗри патшана вӗлерме хӑтланать, тепри ҫӗршыври строя улӑштаракан пӑлхав пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. 

Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов 15 ҫул каялла "Атте кунӗ" уява пуҫлама хушса И.Н.Ульяновӑн ырӑ енӗсене ытларах асӑрханӑ пулмалла.

Паян облаҫ центрӗнчи общество площадкисенче аттесене халалланӑ тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче, тӗслӗхрен, каҫалла "Атте пултарать" ятлӑ мешехе пулать. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Отцовство