Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗмпӗрте ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑк лартасшӑн

Облаҫри Чӑваш наципе культура автономийӗн пуҫарӑвне Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр ырлани те хавхалантарать

Ку тӗлӗшӗпе палӑк проекчӗсен конкурсне пуҫланӑ. Монумента Иван Яковлев чӑваш алфавитне туса хатӗрленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ. Заявкӑсене майӑн 12-мӗшӗччен йышӑнмалла тунӑ.

Облаҫри Чӑваш наципе культура автономийӗн пуҫарӑвне Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр ырлани те хавхалантарать. 
Конкурсра кирек кам та – юридици сӑпачӗ те, уйрӑм ҫын та хутшӑнма пултарать. Ҫапах скульптор квалификацийӗпе ҫыхӑннӑ опытлӑ ӳнерҫӗсем приоритетра пулӗҫ.
Конкурса хутшӑнмалли заявкӑна йӗркелӳ комитечӗн электронлӑ почтине
etker73@yandex.ru ярса памалла. Регистрациленӗ хыҫҫӑн конкурса хутшӑнакана ятарлӑ номер параҫҫӗ, ӑна конкурс проектне хатӗрлеме хушма материалсем ярса параҫҫӗ. Ӗҫсене майӑн 12-19-мӗшӗсенче Чӗмпӗрти Лев Толстой урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра йышӑнӗҫ.
Палӑка хӑш вырӑнта лартассине хальлӗхе палӑртман-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев