Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗмпӗрти Акатуя хăнасем чылай регионран килнӗччӗ

Майăн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Çӗнӗ чăваш çырулăхне халалланă «Ă» саспаллин палăкне уçнă хыççăн Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗпе Чăваш Республикин Пуçлăхӗ икӗ регион хушшинчи хутшăнса ӗçлесе пӗрлехи проектсене пурнăçа кӗртесси çинчен калакан килӗшӗве алă пусса çирӗплетнӗ. Ертӳçӗсем регионсенче туризма аталантармалли майсем пысăккине те палăртнă. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ, ун çумӗнчи çӗнӗ палăк çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурăнакан чăвашсене маяк евӗр илӗртсе тăрасса шанас килет.

Ун хыççăн пуçлăхсем Акатуя хутшăнчӗç. Чӗмпӗрти Акатуй Халăхсен туслăхӗн кунӗпе пӗр килнӗрен, Винновски ращинче халăх нумайччӗ. Çак паркăн йывăççисем хӳтӗлерӗç те пулӗ çынсене шăнса кӳтесрен. Сăмах май вӗсене сахал тесе те калама çукчӗ. Тӗп сцена умӗнче ура çинче тăракансем нумайччӗ.

«Чăваш автономийӗ Ульяновск облаçӗнчи халăхсем хушшинчи хутшăнусен аталанăвӗнче пысăк вырăн йышăнать. Пурӗ регионра чăваш халăхӗн 111 пин представителӗ пурăнать. Кунта ӗнтӗ вăтăр çул ытла ӗçпе туслăхăн символӗ пулса тăнă «Акатуй» уявӗ иртет.

Ульяновск облаçӗнче 36 чăваш пултарулăх ушкăнӗ, 1200 ача шкулта чăваш чӗлхине вӗренет. Чăваш автономийӗн çӗнӗ ертӳçи Владимир Бабайкин Олег Николаевич Мустаев йăтса пыракан ялава ӳкме памарӗ», - тесе палăртрӗ Алексей Русских пухăннисене саламланă май.

Икӗ енлӗ килӗшӗве çирӗплетни те, кӗпӗрнаттăр сăмахӗсемпе, регионсем хушшинче маларах йӗркеленнӗ çыхăнусене çӗнӗ хăват парӗ.

 Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев та промышленность, вӗрентӳ, сывлăх сыхлав тата наци политикин сферисенчи тачă çыхăнусене вăйлатассишӗн. Вăл çӗнетнӗ килӗшӳ регионсене çӗнӗ шая тухма май парассине шанать. Олег Николаев Акатуйăн чи хисеплӗ хăнине Алексей Русскиха чăвашсен йăлипе шупăр тăхăнтартрӗ. Пухăннă халăх çак мешехене ырласа нумайччен алă çупрӗ. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхӗ наци культурине упраса аталантарас ӗçре тухăçлă ӗçленӗшӗн Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗсене – Валентина Киргизовăпа Ираида Гавриловăна – Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Тав çырăвӗсем парса чысларӗ.

«Паян Ульяновск облаçӗн мӗн пур наципе культура автономийӗсем пирӗнпе пӗрле, Эпӗ пурне те çак халăхсен туслăхӗн «Акатуй» уявӗпе саламлатăп, сывлăх сунатăп. Пирӗн тунă ӗç çитӗнӗвӗсемшӗн савăнмалла кăна пултăр. Эпир, чăвашсем, ӗçчен, йӗркеллӗ, эпир ята ямастпăр», – терӗ салам сăмахӗнсе Чӗмпӗр чăвашӗсен çӗнӗ ертӳçи Владимир Бабайкин.

Акатуйра Ульяновск облаçӗнче чăвашсем пурăнакан 14 районтан фольклор ушкăнӗсем хутшăннă, вӗсен «кил-çурчӗсене» хăнасене район пуçлăхӗсем хăйсем чӗнсе кӗрсе кăтартаççӗ. Уяв программи те анлăччӗ.  Пултарулăх коллективӗсем Самар, Оренбург облаçӗсенчен пултарулăх ушкăнӗсем килнӗ кунта. Тутарстансен юрăпа ташă ăсталăхне Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» ансамбль кăтартрӗ, Чăваш Республикин фольклор ушкăнӗсенчен Шупашкар районӗнчи Етӗрне районӗнчи «Салам» ансамбль пурччӗ. Тӗп сцена çинче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн артисчӗсем «хӗм сапса» ташланине халăх куç илмесӗр пăхса тăчӗ.

Йăла тăрăх иртекен вăйăсем, кӗрешӳ турнирӗ те хăйсем йӗри-тавра сахал мар куракана пухрӗç.

Пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Олег Мустаев ятне сцена çинчен сăмах калакансем те, ахаль çынсем те нумай асăнчӗç. «Выля хут купăс» флеш-моба хутшăнакансем те хăйсен пултарулăхне халăх юратакан «Еткер» телепередачăн ертӳçине халалларӗç. Июнӗн 4-мӗшӗнче Чердаклă районӗн Акатуйӗнче Олег Николаевич Мустаева халалласа хуткупăсçăсен конкурсӗ иртессине те пӗлсе таврăнтăмăр Чӗмпӗрти уявран, вăл пуçланă ӗçсене малалла тăсакансем пурришӗн хӗпӗртесе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев