Сувар

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ уҫӑлнӑранпа 152 ҫул

Вӑл пулман пулсан Чӑваш Республики йӗркеленсе каяймастчӗ

Паян Чĕмпĕрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 152 ҫул ҫитнӗ. Шӑп ҫак кунран пирӗн халӑх ҫутта тухма тытӑннӑ. 1917 ҫулччен Иван Яковлев гимназист уҫнӑ шкул 1000 халӑх учительне хатӗрлесе кӑларать.
Унта чӑваш музыкинче, культуринче, литературинче, искусствинче пӗрремӗш профессионаллӑ утӑмсем тӑвакансем пӗлӳ илсе тухаҫҫӗ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пулман пулсан, Чӑваш патшалӑхӗ чӑмӑртанаймастчӗ. Мӗншӗн тесен кирек хӑш ҫӗршыва та вӗреннӗ наци кадрӗсем кирлӗ. Вӗсем вара ҫамрӑк Чӑваш Автономи облаҫӗн малти ретӗнче пулнӑ. 
Чӑваш ялӗсенчи шкулсем валли учительсем хатӗрлесе кӑларакан вӗрентӳ заведенийӗ Атӑл тӑрӑхӗнче урӑх пулман. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ мӗн пур чӑваш училищисен идейӑллӑ ертӳҫи пулса тӑрать, вӗсене кӗнекесемпе, вӗрентӳ пособийӗсемпе, педагогсемпе тивӗҫтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: