Чӗмпӗрти чӑвашсен палӑкне тума Олег Николаев та укҫа парӗ
Ульяновск облаçӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн пуçарăвӗпе Чӗмпӗрте чăваш алфавичӗн палăкӗ пулӗ
Ăна чăвашсен çӗнӗ çырулăхӗн 150 çулхи юбилейне халалланă. Пулас палăк проекчӗн конкурсне те йӗркелесе ирттернӗ ӗнтӗ. Комисси Виктор Егоровăн (Аванмарт) проекчӗ (ункӑ ăшӗнче Ă саспалли) чи лайăххи тесе йышăннă. УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев пӗлтернӗ тăрăх, палăка «Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ» музей территорийӗнче кăçал октябрӗн 28-мӗшӗнче уçӗç.
Ӑна бронзӑран туса лартма 1,8 миллион тенкӗ кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра проект валли укҫа пуҫтарас ӗҫ пырать.
Пулас палӑк ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пӗлет. "Хыпар" хаҫата интервью панӑ чухне вӑл ҫак пуҫарӑва тӗрев парасси ҫинчен пӗлтернӗ.
"Эпир пӗлетпӗр, пирӗн халӑхӑн питӗ лайӑх" ниме" йӑли пур. Пӗр ҫыншӑн ку пысӑк сумма. Анчах пурте пӗрле эпир ӑна хӑвӑрт пуҫараятпӑр. Ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ӗҫ укҫин пӗр пайне ҫак ырӑ ӗҫ валли куҫарса пама шутлатӑп. Тен, ыттисем те ман тӗслӗхе тӗпе хурса укҫа куҫарӗҫ", – тенӗ Олег Николаев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев