Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ «Сувар» республика хаçачӗпе пӗрле шкул ачисемпе студентсен хушшинче «Çамрăк çыравçă» литература конкурсне пуçлать

Тутарстан Республикинчи ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ «Сувар» республика хаçачӗпе пӗрле шкул ачисемпе студентсен хушшинче «Çамрăк çыравçă» литература конкурсне пуçлать. Унăн тӗллевӗ – ачасемпе çамрăксене чăваш литературипе интереслентересси, çырма хавхалантарасси тата ун кăтартăвӗсем тăрăх ЧНКА çумӗнчи ТР Чăваш çыравçисен союзӗнче çамрăк писательсен секцине йӗркелесси. 

Конкурс положенийӗ тăрăх, унта Тутарстанри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан чăваш шкулӗсенче тата вăтам профессилле, аслă пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсем пурте хутшăнма пултараççӗ. Çул ӳсӗмӗ – 7-рен пуçласа 25 çула çитиччен. 

Конкурс 2022 çулхи майăн 27-мӗшӗнче пуçланать те ноябрӗн 25-мӗшӗччен тăсăлать. Çак хушăра редакцие 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа  çыру вӗççӗн е suvar@mail.ru электронлă адреспа хăвăрăн хайлавăрсене ярса парăр. Конкурс материалӗсене литературăн хуть те мӗнле жанрӗпе те – поэзи, проза, драматурги, урăхла каласан сăвă, калав, эссе, очерк, пьеса, çырма пултаратăр. Конкурса ярса панă хайлавсене «Сувар» хаçатра пичетлетпӗр, декабрь уйăхӗнче вӗсене жюри пайташӗсем пăхса тухса хак параççӗ те çӗнтерӳçӗсене палăртаççӗ. Çӗнтерӳçӗсене пурне те ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗнче çамрăк писательсен секцине йышăнма палăртнă. 

Хаклă ачасемпе çамрăксем, сире пурсăра та конкурса хастар  хутшăнма чӗнетпӗр! 

Конкурс положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра паллашма сӗнетпӗр. 

ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс