Сувар

ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче ҫитес пухӑва сӳтсе яврӗҫ

Самантпа усӑ курса ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ хӗрарӑмсене ҫывхаракан уявпа саламларӗ

  Tутарстанри Чӑвашсен наципе культура автономийӗн черетлӗ Конференцийӗ мартӑн 12-мӗшӗнче Хусанти Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче пулать. Коронавирус пандемиипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пула унта чӑвашсем пурӑнакан кашни районран икшер делегата кӑна хутшӑнма йышӑну тунӑ.

Конференцин кун йӗркинче Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ Канашне, Председательне тата унӑн ҫумӗсене суйласси. Унсӑр пуҫне законодательство улшӑннине пула, Уставри хӑш-пӗр пунктсене те улшӑнусем кӗртмелле пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: