Пӗчӗк чăрăшсемпе хырсене этем пулăшăвӗ кирлӗ

Мероприяти шăматкун июлӗн 24-мӗшӗнче пулать. Унта хутшăнас текенсем валли трансфер йӗркеленет. Вăрманçăсем вӗсене пулăшакансене кăвар ăшӗнче пӗçернӗ çӗрулмипе тата пылак чейпе хăналаса яма шантараççӗ.
Тутарстанри экоактивистсем июлӗн 24-мӗшӗнче Пестрецы районӗнчи питомникра «Вăрман парнелетпӗр» акци ирттереççӗ. Хӗрсемпе каччăсем чăрăшсемпе хырсен рассадисене çум-курăкран хăтарас тесе пухăнӗç.
2021 çулхи майра пӗр гектар лаптăк çинче хыр породисен вăррисемпе акăннă. Питомникра ӳстерекен рассадăсене 2-3 çултан вăрмансене куçараççӗ. Анчах çак самантчен чăрăшсемпе хырсен пӗчӗк вуллисем ӳсе çитеймессе пултараççӗ, вăрманçăсен ӗçӗ харама каять. Мӗншӗн тесен çумлă курăксем чăрăшпа хыртан хăвăртах ӳсеççӗ те йывăç тӗпӗсене аталанма кансӗрлеççӗ.
«Хыр тавраш йывăçсене ӳстересси – питӗ кăткăс ыйту. Вăрлăхсем шăтсанах эпир вӗсене ятарлă хӳтлӗхсемпе хӗвелтен хуплатпăр. Йывăçсен рассадисене ӳсме лайăх микроклимат йӗркелетпӗр. Анчах та çум-курăксем активлăрах тымар яраççӗ те тулăх тăпран сӗткенӗсене сăвăрса илеççӗ», – тесе ăнлантарнă журналистсене ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин вăрман ӗрчетес енӗпе ӗçлекен уйрăм начальникӗ Тимур Галиев.
Питомникри пӗчӗк хырсемпе чăрăшсене хăтарас тесе вӗсене çум-курăкран тасатас меслете суйласа илнӗ, мӗншӗн тесен химикатсем йывăçсен тӗпӗсене сиен кӳме пултараççӗ.
Мероприяти шăматкун июлӗн 24-мӗшӗнче пулать. Унта хутшăнас текенсем валли трансфер йӗркеленет. Вăрманçăсем вӗсене пулăшакансене кăвар ăшӗнче пӗçернӗ çӗрулмипе тата пылак чейпе хăналаса яма шантараççӗ.
ТР Вăрман хуçалăх министерствин сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
21 мая 2022 - 13:23НУМАЙ АЧАЛЛИСЕНЕ ЧĂХ ПАРАÇÇӖ Ульяновск облаçӗн Агропромышленность комплексӗн тата ял территорийӗсене аталантарассин министерстви Вешкаймăри «Персонал» чăх-чӗп фабрикипе пӗрле ыркăмăллăх акцине пуçланă. Хăйсен хуçалăхӗпе пурăнакан сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене çăмрата тăвакан 10-шар чăх йӳнӗ хакпа (пӗрне 30-шар тенкӗпе) параççӗ.10000
-
21 мая 2022 - 08:26Китайпа Инди производителӗсене мар, хамăрăннисене çул памалла Çырчаллинчи ТАТПРОФ компани май уйăхӗн 12-мӗшӗнче бизнеса аталантармалли ятарлă ТАТПРОФ-СТАРТ проект пуçарчӗ. Ял хуçалăхпа инфраструктура строительствисем, машинăсем тăвас, çăмăл промышленность, ял хуçалăх валли алюминирен экструзи мелӗпе профильсем (пӗтӗмпе 10 000 тӗрлӗ ытла) хатӗрлессипе çӗршывра лидер. Ку енӗпе Раççей рынокӗн 20 процентне йышăнать. Алюминипе ӗçлекен çамрăк предприятисене, усламçăсене пулăшу парасшăн.11200
-
21 мая 2022 - 07:30ÇӖПРЕЛНЕ ÇӖНӖ ИНВЕСТОР КИЛЕТ Çӗпрелсем пирки каласан, юлашки 20 çулта районта вӗсен куçӗ умӗнче темиçе агрофирма улшăнчӗ. Нумайăшӗнчен халӗ йӗр те юлман. Вăрăм ӗмӗрлисен шутне «Ак Барс-Дрожжаное» агрофирмăна илмелле, хăй вăл «Ак Барс» холдинг компанине кӗрет. 2011 çултанпа хуçаланчӗ вăл Çӗпрел çӗрӗсемпе. Апла-и, капла-и, анчах кашни хуçа вăхăтӗнче те ӗçӗ пӗрешкел – ана-хирсене сухаласа акмалла, тухăç пуçтармалла, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмелле. Чи кирли ку ӗçре – кăтартусене ӳстерсе пырасси, ял хуçалăх ӗçченӗсен пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан, агрофирмăра ӗçлекенсен шалăвне тивӗçлӗ шая çитересси. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ.10000
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!9200
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!10500
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!10300
-
19 мая 2022 - 16:07Тутарстанри журналистсене пичет кунӗпе саламлатпӑр! Паян Тутарстан журналисчӗсем Пичет кунне уявлаҫҫӗ. «ТАТМЕДИА» акционерлӑ обществон генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков ӗҫтешсене уяв ячӗпе саламларӗ19500
-
19 мая 2022 - 09:24Уроксем хыççăн «Музейри каҫ» акци иртрӗ Майӑн 18-мӗшӗнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне халалласа Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев музейӗнче «Музейри каç» акци иртрĕ. Кӑҫалх ӑна Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа, Ҫӗнӗ Упири вӗренекенсемпе пӗрле "Юмахсен тӗнчинче" вӑйӑ-викторина ирттертӗмӗр.19100
-
19 мая 2022 - 15:24Икӗ халӑх - икӗ шӑпа Туслӑх ҫуртӗнче "Икӗ халӑх - ик шӑпа" ятпа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртет. Унта тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис тата чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хутшӑнчӗҫ18200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика