Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧӖПТӖМ КĂНА ЙĂНĂШ – ТАВРĂНАЙМАСТĂН...

Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ялӗнче февралӗн 10-мӗшӗнче Г.Кузнецовпа тӗлпулу иртрӗ. Геннадий Борисович 1981-1982 çулсенче Афганистанри Пули-Хумри гарнизонӗнче çулталăк та 10 уйăх хӗсметре тăнă, связист пулнă...

Совет çарне Афганистанран кăларнăранпа кăçал февралӗн 15-мӗшӗнче 30 çул çитет. Çак паллă куна халалласа февралӗн 10-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă Культура çуртӗнче ентешпе, Афган вăрçин ветеранӗпе  Г.Кузнецовпа тӗлпулу иртрӗ.  Геннадий Борисович 1981-1982 çулсенче Пули-Хумри гарнизонӗнче çулталăк та 10 уйăх хӗсметре тăнă, связист пулнă. «Яланах тимлӗ пулма çав тери йывăрччӗ, чӗптӗм кăна йăнăш – киле таврăнаймасса та пултаратăн», – аса илет ветеран-афганец.

Хăй каласа панă тăрăх, асра юлнă чи çутă самант – çарта  ялти икӗ юлташне тӗл пулни. «Вӗсемпе курнăçсан ялта пулнă пекех туйăнчӗ», – аса илет вăл кун пирки.  Çапла вара «паттăрлăх шкулне» Геннадий Борисовичсăр пуçне ялтан тата  Валентин  Дмитриевич  Зайцев, Геннадий Николаевич Эккемеев, Юрий Владимирович Корсаков, Анатолий Григорьевич Катмаков иртнӗ. Телее, пурте киле чӗрӗ-сывах таврăннă. Салтакран килсен çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесне саланнă. Геннадий Борислович та акă 1982-1987 çулсенче «Победа» колхозра ӗçленӗ хыççăн Çырчаллине куçса кайнă, кунта КАМАЗпа ӗçленӗ. 1988 çулта  шăпа Анат Кама хулине илсе çитернӗ. Кунти нефтехими предприятийӗн 5-мӗш разрядлă слесарӗнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра тăван Аслă Ăнă ялӗнчех амăшӗпе Нина Ананьевăпа тата çемйипе пурăнать. Мăшăрӗпе Татьянăпа хӗр ӳстереççӗ. Афган вăрçин ветеранне çак паллă кунпа саламласа çирӗп сывлăх тата ытлă-çитлӗ пурнăç сунатпăр. Елена САВЕЛЬКИНАӗ (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев