Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗрӗ чӑрӑшсене Ҫӗнӗ ҫула сахалтарах илеҫҫӗ

Енчен те тавара Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсенчен сутма илсе килсен, сутуҫӑра карантин сертификачӗ пулмалла

Тутарстанра Ҫӗнӗ ҫул валли 10 пине яхӑн чӑрӑш ӳстернӗ тата 30 тонна чӑрӑш лӑсси хатӗрленӗ. Пӗлтӗр уяв валли 2 пин йывӑҫ ытларах ӳстернӗ пулнӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ильгизар Зарипов пӗлтернӗ.

"Иртнӗ ҫулсенчисемпе танлаштарсан, 2019 ҫулта чӑрӑшсене тата ытти хыр породисене 21% сахалтарах, 2018 ҫулта 33% сахалтарах сутӑннине палӑртса хӑвармалла", – тенӗ чиновник.
Чӗрӗ чӑрӑшсен кирлӗмарлӑхне ҫынсем искусственнӑй чӑрӑшсем ҫине куҫнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствинче.
Пӗлтӗр Ҫӗнӗ ҫул валли 11 пин ытла йывӑҫ, 35 тонна хыр лӑсси хатӗрленӗ пулнӑ.
Чӑрӑш туянас тесен, лесничествопа ҫыхӑнмалла. Йывӑҫа касаҫҫӗ те, заказчика параҫҫӗ.
Уйрӑм сутаканӑн чӑрӑш сутма законодательство тӑрӑх ҫирӗплетнӗ суту-илӳ килӗшӗвӗн копийӗ тата тавар накладнойӗ пулмалла. Енчен те тавара Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсенчен сутма илсе килсен, сутуҫӑра карантин сертификачӗ пулмалла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев