Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗрепе чирлисен тӳлевсӗр эмелсем илме май пур

Регистра кӗнӗ пациентсенчен ҫурри ытла рецептсене илнӗ ӗнтӗ

 

2020 ҫул пуҫламӑшӗнчен хӑш-пӗр чӗре чирӗсемпе чирленӗ Тутарстан ҫыннисем тӳлевсӗр эмел илме пултарӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Сывлӑх сыхлав министерствин пӗрлехи врач практикипе ӗҫлекен специалист Люция Фейсханова каласа панӑ.
"Кӑҫалхи январь уйӑхӗнчен хӑш-пӗр ушкӑнсенчи пациентсене хушма льготӑсемпе тивӗҫтереҫҫӗ – ку самаях анлӑ программа", – тесе палӑртнӑ вӑл.
Кӑҫалхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа камӑн (арпашу ан пултӑр тесе чирсен ячӗсене вырӑсла ҫыратпӑр) острое нарушение мозгового кровообращения, инфаркт миокарда, аортокоронарное шунтирование, ангиопластика коронарных сосудов тата катетерная абляция пулнӑ, ҫавсене тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Covid-19 коронавирус пандемии вӑхӑтӗнче пациентӑн врача килне чӗнтермелле. Вӑл килет те, пациент госпитализаци вӑхӑтӗнче ятарлӑ регистра кӗнӗрен, ӑна тӳлевсӗр эмелсем илме рецепт ҫырса парать.
"Хусанта тата Ҫырчаллинче препаратсене илессиппе йывӑрлӑхсем ҫук. Регистра кӗнӗ пациентсенчен ҫурри ытла рецептсене илнӗ ӗнтӗ. Вӗсем эмелсене чӗрепе ҫыхӑннӑ чир пуҫланнӑранпа ҫулталӑк иртиччен илсе тӑрӗҫ", – ӑнлантарнӑ Фейсханова.
Медик палӑртнӑ тӑрӑх, енчен те пациент, самоизоляци вӑхӑтӗнче пропискӑра тӑнӑ вырӑнтан инҫетре пурӑнать пулсан, ҫакӑн ҫинчен сиплекен врача пӗлтермелле, ун пек чухне информацие урӑх медицина организацине куҫараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев