Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗрепе туйсан куçару кирлӗ мар...

Сцена çине Иван Христофоров кӗçӗнни тухса Иван Христофоров аслин юррине юрласа ярсан, зал шăп-шăпăрт пулчӗ.

Çырчаллинчи Сара Садыкова ячӗллӗ концерт залӗнче Вячеслав Христофоровăн тата «Янра юрă» ушкăнăн концерчӗ пулчӗ. Зала кӗнӗ май концерта хатӗрленме кирлӗ пулмарӗ, артистсем хăйсемех уяв атмосферине йӗркелерӗç. Концерт Вячеслав Христофоров ăшшăн ырă суннинчен пуçланчӗ.

Пӗрремӗш икӗ юррине вăл Марта Зайцева тата Ольга Кондратьева солисткăсемпе пӗрле юрларӗ. Кашни юрă умӗн сăмах калать халăх артисчӗ, куракана итлеме хатӗрлет. Çак самантра нумай куракана хăйӗн ялӗнче, тăванӗсем хушинче пулнăн туйăнчӗ-тӗр.

Сцена çине тухмассерен Вячеслав Христофоров чăваш стилӗпе илемлетнӗ костюмӗсене улăштарса кăна тăчӗ.Концертра этеме вăй паракан энергетика хуçаланчӗ. Кашни юрри чуна тарăн кӗрсе вырнаçать те нумайччен пăлхантарать. Юрлакансем кашни сăмахне чӗре витӗр кăларни, вӗсене пăлхануллăн е савăнăçлăн шăрантарни сисӗнет. Артистсен репертуарӗ анлă, хӗрӳлентерекеннисем те нумай, шухăшлаттараканнисем те. Тӗслӗхрен, Вячеслав Васильевич «Атте» юрра юрлас умӗн çапларах каларӗ: «Пурăннă чухне эпир атте-анне кирлӗлӗхне ăнланмасăр вӗсене хаклама пӗлместпӗр. Вӗсем пиртен ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайсан тин мӗн çухатнине ăналанса илетпӗр». Юррине юрласа пӗтерсен вăл чӗркуççи çине ларчӗ...

Юрăсене чăвашла та, вырсăла та юрларӗç. Сцена çине Иван Христофоров кӗçӗнни тухса Иван Христофоров аслин юррине юрласа ярсан зал шăп-шăпăрт пулчӗ. «Ӗмӗр сакки сарлака» юрра ывăлӗ ашшӗ пекех гитара аккомпонименчӗпе çеç юрланине çынсем хытса кайса итлерӗç. Сассисем те пӗр пек вӗт-ха!

Чаршав хыçӗнче эпир Çырчаллинчи концертсене йӗркелекен Константин Илюхинпа калаçрăмăр. Вăл сезон кӗркуннерен пуçласа çуркуннеччен тăсăлни çинчен пӗлтерчӗ. Çак вăхăтра автохулара чăвашсем 7 хут концерт курма пухăнаççӗ. Чăваш артисчӗсем Çырчаллине ӗнтӗ 16 çул ытла çӳреççӗ. Вӗсене кунти куракансем ăшшăн йышăнни килӗшет, залсем тулли пулаççӗ. «Камаз» кăларакансем патне çул хывакан пӗрремӗш юрăç Александр Васильев пулнă.

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче çырчаллисем Катя Петровăпа пӗрле Стас Валдимирова, Любовь Гордеевăна, Георгий Сорокина кӗтеççӗ.

Валерия НАБИУЛЛИНА. Çырчалли. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).




 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана