Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧӖРЕРИ ПĂРА ИРӖЛТЕРЕКЕН ТУРНИР

Паян Хусанта Пӗтӗм Раççейри шайбăпа вылякан хоккейăн II турнирӗ уçăлчӗ

​"Туслăх-Дуслык Кубокӗ» тӗпрен илсен мăсăльман тата православи тӗн конфессийӗсене пӗр-пӗринпе килӗштерме чӗнекен проект. Пӗлтӗр Тутарстанра пӗрремӗш хут иртрӗ вăл, Тутарстан тата Хусан епархийӗн пуçарăвӗ ку, вырăнти мăсăльмансем ырласа йышăнса пӗрле турнир йӗркеленӗ. «Туслăх-Дуслык Кубокӗн» ырă ячӗ тӗнчене саланнă. Кăçал ют çӗршывсенчен те хутшăнма кăмăл тăвакансем пулнă. Паллах, турнир хутшăнакансемшӗн тӳлевсӗрри те хоккея кăмăллакансене илӗртнӗ. Йӗркелӳçӗсем 40 яхăн заявка илнӗ, апла пулин те II турнира 10 хоккей командине кăна суйласа илнӗ.

Тунтикун иртнӗ пресс-конференцире​ Тутарстанăн Хоккей федерацийӗн вице-президенчӗ А.А.Рябов çак шута пандемипе сăлтавларӗ. Хоккей вăййисем тӗпрен илсен Московски урамӗнчи Пăр керменӗнче тата «Триумф» (О.Кошевой урамӗ) керменре иртеççӗ, тӳлевсӗр. Анчах пӗлтӗрхи пекех Раиф кӳллинче те вăйăсем пулаççӗ. Çӗрлехи хоккей лиги вара нарăсăн 19-мӗшӗнче Хусан пăрне Хура кӳлӗре илем кӳрет. Турнира хоккей юратакансемпе пӗрлех профессионал-вăйăçсен те хутшăнма май пур, командăна 2-3 профессионала йышăнма ирӗк параççӗ.​ Анчах уставра палăртнă правилăсене улшăнусăр хăвараççӗ, хоккея юратакансем тӗп вăйăçсем пулнине тӗпе хунă унта.
Пресс-конференцие Хусанти Таса Сывлăш Аннин чиркӗвӗн настоятелӗ, вăлах «Добрыня» хоккей командин капитанӗ Алексей Чубаков, «Дин Ислам» мечӗтӗн хазрачӗ Инсаф Ибатуллин хутшăнчӗç. Вӗсем турнир храмсенче кӗлӗ вуласа пилленипе уçăласси пирки каласа пачӗç.
Нарăсăн 18-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусанти турăшӗн соборӗнче 8.30 сехетре кӗлӗ ирттереççӗ. Кăнтăрла 12.00 сехетре Кул-Шариф мечӗтре эрнекунхи намаз вуласа турнира пиллеççӗ. Тӗн çыннисем Раççей шайӗнче иккӗмӗш хут иртекен пысăк мероприяти тӗрлӗ тӗнсене тытса пыракансене килӗштерсе пурăнма вӗрентекен паллă пулса тăрасси пирки каларӗç. Алексей Чубаков сăмахӗсемпе кашни хăйӗн чиркӗвӗнче, мечетӗнче ӗненекенсемпе калаçса чунри пăра ирӗлтерме чӗнни çителӗксӗр, тӗн çынни хăй пăр çине тухсан витӗмлӗрех пулать.
Турнирăн тепӗр ырă енӗ – хăй тӗллӗн çӳреймен чирлӗ ачасене спорт енчен пулăшасси. Кунта А.Рябов «Ак Барс» хоккей командинче вылякансене ырласа аса илчӗ. Пресс-конференцие ТР адаптивлă спорт аталанăвӗн центрӗн президенчӗ А.Г.Садриева çакăн çинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Пăр çине тухма ӗмӗтленме те пултарайман коляска çинчи ачасем 45 минут хоккей выляççӗ. Следж-хоккей командисене Тутарстан хулисенче йӗркелесси çине тимлӗх уйăрать центр, çак ӗçе «Ак Барс» хоккей командинче вылякансене те активлă явăçтарать. Туслăх кубокне те хăна пулса чӗннӗ вӗсене. Каласа хăварни вырăнлă, тӗн конфессийӗсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнма чӗнни, хоккей вăййине халăхра анлăрах сарма тăрăшни кăна мар, çамрăк ăрăва тӗрӗс воспитани парасси çине те пусăм тăваççӗ турнира йӗркелекенсем. Вăйăсем пăхма пыракан çемьесене культурăпа кану программи кӗтет фойере. Чапа тухнă хоккеистсемпе тӗл пулса калаçма май пулать ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗн. Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килекен хăнасене вара Хусанăн паллă вырăнӗсемпе паллаштарма экскурсисем йӗркелеççӗ.
Турнир ирттерессине ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов ырласа йышăннă. Пушă вăхăт тупса турнира хутшăнакансене саламлама пырасси пирки пӗлтернӗ.
Нарăсăн 20-мӗшӗнче «Туслăх-Дуслык Кубокӗн» çӗнтерӳçисене​ саламлӗç, турнира çуллен ирттересси пирки сăмах татнă та ӗнтӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев