Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чухăн кандидатсем Евросоюза кирлех-ши?

Раççей витӗмӗнчен кăларас тесе Европа маларах Совет Союзӗн республикисем пулнă çӗршывсене хăй майлă çавăрать.

Иртнӗ эрнере Кишиневра ЛГБТ парачӗ иртнӗ. Çапла Молодова гомосексуалисчӗсем çӗршыва Евросоюза кӗртмелли кандидатсен шутне тăратнине уявланă пулмалла. Вырăнти халăх хушшинче çак акцисене хирӗçлекенсем те пулнă, анчах та «сенкеррисене» полицейскисем лайăх хӳтӗленӗ.

Хăй тӗллӗнлӗхне çухатса пыракан патшалăхра инфляци 29 процентран иртнӗ. Бензин хакӗ унта кунсерен ӳсет, вăл ӗнтӗ 33 лея çитнӗ, пирӗн укçапа танлаштарсан, ку 100 тенке яхăн. Газ пирки каламастпăр та (Европăран юлмалла мар вӗт!).

Правительство майăн 9-мӗшӗнче çынсене Георгий хăйăвӗсене çакса çӳреме чарнă пулнă, халӗ Раççей телепередачисен трансляцине чарать. Мӗне шанса çакнашкал утăмсем тăвать Молдави правительстви? Çарамас тата выçă кандидат кирлех-ши Британи экономикисӗр тăрса юлнă Евросоюза?

Çав вăхăтра Молдави Президенте Майя Сандуна хирӗç митингсем питӗ нумай халăх пуçтараççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев