Чукун çул, арăм, çӗçӗ...

Çак, тӗрлӗ çӗрте пулса иртнӗ икӗ преступление тӗлӗнмелле пӗрпеклӗх çыхăнтарса тăрать. Ахăртнех хăш-пӗр телеканалăн «кăшкăракан» передачисем те витӗм кӳмеççӗ мар пулӗ çынсен миммисем çине. Тен эпир йăнăшатпăр-тăр та...
Ӗнер Нурлат районӗнчи Чăваш Менчинчи пӗр кил хуçалăхăн пуссинче хӗрарăм виллине тупнă. 35 çулти хӗрарăм ӳчӗ çинче пăвнă тата çӗçӗпе каснă йӗрсем пулнă. Çак кунах Нурлатри чукун çул линийӗ çинче унăн 57 çулхи упăшкин виллине тупнă. Следовательсем малтанласа палăртнă тăрăх, вăл хăйне хăй вӗлернӗ.
Следстви шутланă тăрăх, упăшкипе арăмӗ хушшинче хирӗçӳ тухнă. Арçын кӗвӗçнипе арăмне вӗлернӗ, ун виллине пусса пăрахнă, кайран Нурлата кайса хăй çине алă хунă.
Çак фактпа «Çынна вӗлерни» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. Следовательсем трагеди мӗнрен пуçланнине тӗпчеççӗ.
Нумай пулмасть тепӗр çакнашкал хăрушă хыпар çӗршывпа саланнăччӗ. Питӗрти контр-адмиралăн çемйине ирсӗрле вӗлернине тӗпчеççӗ следовательсем. Леонид Лобановăн 84 çулхи арăмӗпе 56 çулхи ывăлне çывăрнă вăхăтра сӗрсе пăрахнă. Кӳршисем икӗ эрнерен виле шăрши тухсан кăна полицейскисене чӗнеççӗ. Следовательсем çакна контр-адмирал хăй тунă тесе шутлаççӗ. Мӗншӗн тесен хваттертен нимӗн те çухалман. Питӗрти хваттерти вилесене тупиччен пӗр эрне маларах кил хуçин хăйӗн виллине «Ручьи» станцийӗ патӗнчи электричка кустăрмисем айӗнче тупаççӗ. Ыйтусем нумай. Следовательсен те, ахаль çынсен те.
Çак икӗ преступление тӗлӗнмелле пӗрпеклӗх çыхăнтарса тăрать. Ахăртнех хăш-пӗр телеканалсен «кăшкăракан» передачисем те витӗм кӳмеççӗ мар пулӗ çынсен миммисем çине. Тен эпир йăнăшатпăр-тăр та, çапах...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
21 мая 2022 - 08:26Китайпа Инди производителӗсене мар, хамăрăннисене çул памалла Çырчаллинчи ТАТПРОФ компани май уйăхӗн 12-мӗшӗнче бизнеса аталантармалли ятарлă ТАТПРОФ-СТАРТ проект пуçарчӗ. Ял хуçалăхпа инфраструктура строительствисем, машинăсем тăвас, çăмăл промышленность, ял хуçалăх валли алюминирен экструзи мелӗпе профильсем (пӗтӗмпе 10 000 тӗрлӗ ытла) хатӗрлессипе çӗршывра лидер. Ку енӗпе Раççей рынокӗн 20 процентне йышăнать. Алюминипе ӗçлекен çамрăк предприятисене, усламçăсене пулăшу парасшăн.1800
-
21 мая 2022 - 07:30ÇӖПРЕЛНЕ ÇӖНӖ ИНВЕСТОР КИЛЕТ Çӗпрелсем пирки каласан, юлашки 20 çулта районта вӗсен куçӗ умӗнче темиçе агрофирма улшăнчӗ. Нумайăшӗнчен халӗ йӗр те юлман. Вăрăм ӗмӗрлисен шутне «Ак Барс-Дрожжаное» агрофирмăна илмелле, хăй вăл «Ак Барс» холдинг компанине кӗрет. 2011 çултанпа хуçаланчӗ вăл Çӗпрел çӗрӗсемпе. Апла-и, капла-и, анчах кашни хуçа вăхăтӗнче те ӗçӗ пӗрешкел – ана-хирсене сухаласа акмалла, тухăç пуçтармалла, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмелле. Чи кирли ку ӗçре – кăтартусене ӳстерсе пырасси, ял хуçалăх ӗçченӗсен пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан, агрофирмăра ӗçлекенсен шалăвне тивӗçлӗ шая çитересси. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ.2900
-
20 мая 2022 - 15:09Светлана Асамат çӗнӗ кӗнекинче ача-пăча тӗнчине юратса сăнарланă Хӗлле е çуркунне, çулла е кӗркунне – çутçанталăк çулталăкăн кирек хăш вăхăтӗнче те хăйне евӗр хитре. Анчах çак илеме сăнама пӗлекен çеç кураять. Чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат хăйӗн çӗнӗ сăвă пуххинче çамрăк вулакана шăпах тавралăх асамлăхне асăрхама хистет.10700
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!6200
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!7200
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!7000
-
18 мая 2022 - 09:23Рустам Минниханов «Каравон» уява ирттерес датӑна ҫирӗплетнӗ Республика Президенчӗн указӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявӗ Тутарстанра майӑн 28-мӗшӗнче иртет.27301
-
18 мая 2022 - 09:09Представители АО «Транснефть – Прикамье» провели профориентационные мероприятия в г.Ижевске Специалисты АО «Транснефть – Прикамье» провели серию мероприятий по привлечению перспективных кадров из числа студентов Ижевского промышленно-экономического колледжа и Ижевского индустриального техникума им. Е.Ф. Драгунова.22300
-
18 мая 2022 - 08:04Ҫутӗҫ министерстви шкулсенче юлашки шӑнкӑравсене онлайн тума сӗнмест Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви шкулсене юлашки шӑнкӑравсемпе выпускнойсене малтанхи пек линейкӑсем туса ирттерме сӗнет. Ҫакӑн ҫинчен ведомствон ертӳҫи Сергей Кравцов пӗлтернӗ21900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика