Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чул ҫине ҫырни ӗмӗрлӗхе

Кӑнна Кушкинче чӑваш ялӗсен панорами пур

Теччӗ районӗнчи чӑвашсем иккӗмӗш хут "Чӳклеме" уявне ирттерчӗҫ. Пӗлтӗрхи кӗрхи тухӑҫ праҫникӗ ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулмалла. 

Хисеплӗ хӑнасене яла кӗнӗ ҫӗрте "чӗрӗ коридор" туса кӗтсе илнӗ. Вӗсен шутӗнче Теччӗ районӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫи Аркадий Семенычев, ТР Халӑхсен Ассамблейин Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров, Чӑваш Республикинчи халӑхсен представителӗсен Ассамблейин Какашӗн председателӗ Лев Кураков, ТР ЧНКА Канашӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫи Владимир Иванов, "Сувар" хаҫатӑн Тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Трифонова, Ульяновск облаҫӗнчи ЧНКА Канашӗн Председателӗ Олег Мустаев, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Владимир Ильин,  тата ыттисем пулчӗҫ. 

Йӑла тӑрӑх хӑнасем И.Я.Яковлев палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Вӗсене Кунтах вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсен панорамине кӑтартрӗҫ. Яковлев халалӗнчи сӑмахсене ҫырса хунӑ асӑну чулне те уҫрӗҫ хисеплӗ хӑнасем. "Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнӑр" тенӗ унта. 

Володар Тимофеев ертсе пыракан Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗ районти Культура управленийӗ пулӑшнипе уява лайӑх хатӗрленнӗ. Кӗр тухӑҫӗллӗ сӗтӗлсем апат-ҫимӗҫ тулли, ҫынсем савӑнӑҫлӑ. Фольклор ушкӑнӗсем те Кӑнна Кушкине йышлӑн пухӑнса килнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Тетюши Теччӗ