Сувар

Чун туртать çав тăван шкула

Аслисен кунне пирӗн шкулта та уявларăмăр

 

Октябрӗн 1-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел ялӗн шкулӗнче уяв пулчӗ. Хамăр пата эпир шкулта ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă çынсене йыхравларăмăр. Пирӗн пата хапăл туса 39 çул чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ К.У.Матвеева, нумай çул шкула тирпей кӳнӗ С.Т.Ванюкова, Е.Е.Саушкина, Ю.А.Яковлева килчӗç.

Уяв савăнăçлă иртрӗ: ачасем хăнасене юрласа, ташласа савăнтарчӗç, чечексем парнелерӗç. Хăнасем килнӗ çӗре ӳкерчӗксен куравне те тунăччӗ.
Асаннесемпе кукамайсем ачасене тав турӗç, ырă сунса пехиллесе сăмах каларӗç. Уяв малалла тулăх сӗтел хушшинче тăсăлчӗ. Хăнасемпе шкулта хальхи вăхăтра ӗçлекенсем асаилӳсен калаçăвне пуçларӗç. Пурте пӗрле юрăсем юрласа йăпанчӗç, чунӗсене килентерчӗç.
Каяс умӗн хăнасем шкул тăрăх утса вӗренӳ кабинечӗсене курса тухрӗç. Хăйсене йыхăрнăшăн тав турӗç.    
                                                                         

Антонида Саушкина, воспитани енӗпе ӗçлекен директор çумӗ.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: