Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧУНÇӲРЕВ КĂÇАЛ ПУЛМАСТЬ

Ку хыпара пире Чăваш çамрăкӗсен «Сăвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Цыпленков хăй пӗлтерчӗ

Çулсерен йӗркеленнӗ ушкăнсем автобуссемпе чăвашсен историйӗпе çыхăннă авалхи вырăнсене çитсе куратчӗç. Чунçӳреве тухакансен маршрутӗнче яланхилле Тутарстанри Пăлхар, Пӳлер, Сăвар, Ошель хулашӗсем пулатчӗç. Вӗсем çав вырăнсене çитсе асăну юписем лартасси те йăлана кӗнӗччӗ. Унсăр пуçне шупашкарсем Митта Ваçлейӗн вилтăпри çине, Чӗмпӗрти Чăваш шкулне кӗрсе тухнă. Хусанти Ар масарӗнче выртакан Никольскипе Ашмарин вилтăприсене те пӗрре мар пуç тайнă туристсем. Хăйсемпе пӗрле вӗсем концерт кăтартма пултаракан фольклор е ташă ушкăнне ялан илетчӗç. Кавказа, Фанагорине, Крыма та çитнӗ вӗсем.

Кăçал та çула тухма палăртнă пулнă. Анчах та ушкăнăн тӗп тӗнӗлӗн – «Кӗмӗл» ансамблӗн ертӳçи чирлесе тăнипе ыттисем çула тухма килӗшмен. Çавăнпа кăçаллăха тăхтаса тăрӗç чунçӳревсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев