Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулнӑ Константин Яковлев Тутарстан Халӑхсен Ассамблейин Ӗҫтӑвкомне ертсе пырӗ

Сак вырӑнта вӑл нумай ҫул ӗҫлессе шанас килет

Ӗнер Тутарстанри Халӑхсен Туслӑх Ҫуртӗнче республикӑри Халӑхсен Ассамблеин Канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ассамблейӑн Ӗҫтӑвкомӗн ҫӗнӗ ертӳҫине суйланӑ.

Ларӑва ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан Халӑхсен Ассамблейин Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пынӑ.
Ассамблея Ӗҫтӑвкомӗн малтанхи ертӳҫи Николай Владимиров ӑна мӗн йӗркеленнӗренпе, 2008 ҫултанпа ертсе пынӑ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайма шутланипе Ӗҫтӑвком ертӳҫине улӑштарма шут тытнӑ.
Ун вырӑнне сӗннӗ Константин Яковлевӑн кандидатурине Ассамблея Канашӗ пӗр саслӑн пулса суйланӑ.
Константин Геннадиевич Яковлев 13 ҫул хушши ТР ЧНКА Канашне ертсе пынӑ, 2008-2015 ҫулсенче Тутарстан Халӑхсен Ассамблейин Канашӗн Председателӗн ҫумӗ пулнӑ. 2015 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи февральччен вӑл Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен тата архив ӗçӗсен министерствине ертсе пынӑ.
Константин Яковлев Николай Владимиров никӗслесе хӑварнӑ ӗҫ йӑлисене малалла тӑсасси пирки пӗлтернӗ.
Николай Владимирова тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ май Фарид Мухаметшин "Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденӑн медалӗпе, ТР Патшалӑх Канашӗн Тав ҫырӑвӗпе наградӑланӑ. ТР ЧНКА  ертӳҫи Дмитрий Самаренкин Николай Михайловича чӑваш кӗпи парнеленӗ.
Самах май, ҫак кун ӑна хайне те ТАССР 100 ҫул тултарнине халалланӑ паллӑпа чысланӑ.
Ҫавӑн пекех наградӑна ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин ҫумӗ Светлана Садыкова та тивӗҫнӗ.

ТР Халӑхсен Туслӑх Ҫурчӗн информаци центрӗн сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев