Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем Ҫӗнӗ Ҫул уявӗсенче мӗнле канаҫҫӗ?

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем ҫак кунсенче мӗнле канаҫҫӗ-ши

Ҫакна тӗрӗслес тесе инстаграмри аккаунчӗсене хастар ертсе пыракан юрӑҫсен страницисем ҫине кӗтӗм. Хӑшӗсем халӗ социаллӑ сетьсенчен канаҫҫӗ пулмалла, хӑшӗсем вара хӑйсен кунӗсем еплерех иртнине хаваспах кӑтартаҫҫӗ.

Алексей Московскийӗн канма вӑхӑт ҫук, вӑл 2-мӗш январьтен пуҫласа Чӑваш республики тӑрӑх концертсемпе ҫӳрет.

Алексей Шадриков вара унӑн пӗчӗк хӗрӗ хӑйӗн пӗрремӗш Ҫӗнӗ Ҫулне кӗтсе илни пирки каласа парать.

Полина Борисова тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе ялта канать.

Типшӗм Сашук ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Ҫул уявӗпе савӑннӑсӑр пуҫне тата хӗрӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.

Денис Антипов Мускав облаҫӗнче канать.

Алина Корнилова ҫак кунсенче веҫ ӗлкӗрет: концертсенче те юрлать, хӑйӗн студийӗнче макияж та тӑвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев