Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш хӗрарӑмӗн сӑмахӗ хыҫҫӑн чат шӑпланса ларчӗ

Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем "Ватсап" социаллӑ сетьре ушкӑнсем туса халӑхӑн кулленхи пурнӑҫне сӳтсе явни палӑра пуҫларӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсене пирӗн истори кӑсӑклантарать, чӗлхе пуласлӑхӗ пӑшӑрхантарать. Ҫывхаракан Пӗтӗмраҫҫейри Препись те нумайӑшне шухӑшлаттарать. "Чӗмпӗръен" ушкӑнра нумай пулмасть Марина Карягина поэтессӑ та хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ. Унпа пирӗн вулакансене те паллаштарас килет.

"Эсир хамăр ăçтан тухни, мĕнле аталанса пыни, мĕнле чĕлхепе калаçни пирки çырса ларни мана, кирек мĕнле шайра пулсан та, питĕ савăнтарать: наци пулса пурăнас текен халăхăн ачисен çакăн çинчен ялан калаçмалла, шав сӳтсе явмалла, тăтăш пĕрле шухăшламалла.

Паллах ĕнтĕ, кун йышши тĕнче калăпăшлĕ ыйтусене тĕпчесе ĕмĕрне ирттерекен ăсчахсем пур. Пурте пĕлетĕр, вĕсем чăваш мĕнле йăхран тухнине тахçанах ĕнентерӳллĕн çырса кăтартнă: эпир - тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх, анчах пирĕн чĕлхе ытти мĕнпур тĕрĕк чĕлхисенчен те маларах пулса кайнă (пратюркский язык) - эппин, вĕсене ыттисем ҫине витĕм кӳнĕ.
Эпĕ тутарсем хушшинче çитĕннипе çак хурăнташлă чĕлхепе мĕн пĕчĕкрен кăсăкланнă. Кайран хам тĕллĕн турккăлла вĕрентĕм, Крым тутарĕсен калаçăвне, гагаузла, азербайджанла, туркменла тĕшмĕртме тытăнтăм. Пирĕншĕн ку кăткăс мар: предложение йĕркелесси (синтаксис), сăмах пулăвĕ (морфологи), тĕпрен илсен, авалхи сãмахсен тымарĕсем - пĕрешкелех. Ансаттăн та кĕскен каласан, çакă çирĕплетет те эпир тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх пулнине.
Турккă чĕлхине тишкернӗ чухне хамăр чĕлхере сыхланса юлнă, анчах пĕлтерĕшне манăçа хăварнă чылай сăмахăн тупсăмне уçрăм. Тĕслĕхен, эпир "ăс-хакăл" тетпĕр, "хакăл" мĕнне "астумастпăр", ытти хурăнташлă чĕлхесем астăваççĕ. "Сехре хăпрĕ" тетпĕр - сехрине турккă чĕлхинче шыраса тупрăм, т.ыт.те, т.ыт.те.
Тĕрĕк чĕлхисем огузпа огур чĕлхисем çине пайланаççĕ. Эпир огурсем. Пире пĕр-пĕрне аванрах ăнланма чĕлхери ретацизм-зетацизм саккунĕ те (Р/З ылмашăвĕ) пулăшать. Чăвашла хĕР - огуз чĕлхисенче кыЗ. Çавăн пекех Й/Ç, К/Х ылмашăвĕ те пур. Сăмахран: ЙылдыЗ- ÇăлтăР, Хир - Кыр.
Чĕлхе пĕлĕвĕнче интересли темĕн чухлех. Чĕлхе - тымарĕ тăрăх аваллăха илсе çитерекен пĕртен-пĕр шанчăклă çул. Çавăнпа эпир çак хаксãр хаклă мула, пуянлăха – чĕлхемĕре – ним вырăнне хумасăр манăçма пани вăл ваттисем умĕнчи каçарми çылăх тесе шутлатăп. Хутла пĕлмен несĕлсем этем тӳсейми терт-асап витĕр чĕррĕн тухса, çак чĕлхене пире парайнă, эпир вара, çутта тухнă 2-3 дипломлă "ăслаккайсем", чĕлхе епле хĕн курса вилнине намăссăррăн пăхса тăратпăр. Ăса пула инкек?..
Эпӗ хамãн ачасене пĕчĕкрен каланă: "Эпĕ хама атте-анне, кукамай-кукаçей, асанне мĕн вĕрентнине сире паратăп – манăн вĕсен умĕнчи тивĕç çакă, эсир çак пĕлĕве хăвăр ачăрсене парас темесен – парăмĕ, айăпĕ, çылăхĕ сирĕн çинче пулĕ..."

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев