Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш кӗнеке издательстви 100 ҫул тултарчӗ

Кунта çулсерен 100-тен кая мар кăларăм кун çути курать

Чӑваш автономийӗн тантăшӗ – Чăваш кӗнеке издательстви – чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗ. Ăна РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмӗ пек уçнă (Чăвашгиз). Малтанхи вăхăтра унта кӗнекесем çеç мар, хаçат-журнал та пичетленнӗ. Ытларах вӗренӳ, обществăпа политика, ăслăлăх кӗнекисем кун çути курнă. Вăрçă çулӗсенче çар тематикине пысăк тимлӗх уйăрнă. 1963 çултанпа Чăвашгиз Чăваш кӗнеке издательстви пулса тăрать, кăларăмсен йышӗ те чылай ӳсет, ача-пăча, илемлӗ литература пысăк вырăн йышăнать, ял хуçалăх, вӗренӳпе педагогика тата ытти кӗнекесем, альбомсем пысăк тиражпа пичетленеççӗ. Тӗрлӗ çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче паллă чăваш çыравçисем вăй хунă: Яков Ухсай, Леонид Агаков, Василий Алендей, Илпек Микулайӗ, Степан Лашман, Çемен Элкер, Хветӗр Уяр, Куçма Турхан тата ыттисем те.

Кирек кама та тивӗçтерет

Паянхи кун Чăваш кӗнеке издательстви – нумай профильлӗ предприяти, 1996 çултанпа – АСКИ (Раççейри кӗнеке кăларакансен ассоциацийӗ) пайташӗ. 100 çулта издательствăра Константин Иванов, Çеçпӗл Мишши, Яков Ухсай, Петӗр Хусанкай çырнисен пуххисем, Николай Ашмаринăн «Чăваш сăмахӗсен кӗнекин» пӗрремӗш кăларăмӗ пичетленсе тухнă. Юлашки çулсенче «Чăвашсен чаплă çыннисем», «Из опыта народных мастеров», «Кивелми кӗнеке», «Эткер» тата ытти ярăмпа илемлӗ кăларăмсем, ачасем валли чăвашла тата вырăсла кӗнекесем тăтăшах пичетленеççӗ, чăваш литературинчи çӗнӗ ятсене тимлӗх уйăраççӗ. 

Пурнăç улшăнăвӗсене туйса тăракан, кирлине ăша хывакан издательство вулакана чăваш халăх историне, культурине, йăли-йӗркине каласа, кăтартса паракан тӗкӗр тата ăна упракан «шурсухал» пулса тăчӗ.  Кирек кама та тивӗçтерекен кӗнеке пур унăн: чăваш халăх историйӗ интереслентерет-и – акă Н.И.Ашмаринăн «Болгары и чуваши» репринтлă майпа пичетленсе тухнă кăларăма е В.Ф.Каховскин «Происхождение чувашского народа» кӗнекине те тупса вулама пулать. Чăваш халăхӗн пуян сăмахлăхне «Чăваш халăх пултарулăхӗ» ярăм уçса парать, мӗн тери пысăк мул упранать унта: юмахсем, вӗрӳ-суру чӗлхи, юрăсем, тавралăх халапӗсем, ваттисен сăмахӗсем, тупмалли юмахсем… 2019 çултанпа çак ярăм икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленет. Вулакансем патне икӗ кӗнекерен тăракан «Паттăр юмахӗсем» çитрӗç те ӗнтӗ. Ку серие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ хатӗрлет.

Илемлӗ литература вуласа чуна кантарас текенсем валли тăтăшах çӗнӗ кӗнекесем пичетленеççӗ. Юбилей тӗлне «Вутчуль» калавсен пуххи «пиçсе тухрӗ». Вӗсенче Чăваш Енӗн ӗмӗр тăршшӗнчи аталанăвӗнчи паллă та пӗлтерӗшлӗ тапхăрӗсем сăнланнă. Вăл 30 яхăн çыравçăн хайлавӗпе паллаштарать.

Классиксенчен тытăнса паян çанă тавăрса ӗçлекенсем таран

Классиксемпе пӗрлех паянхи кун чăваш литературинче «çанă тавăрса» ӗçлекенсен кӗнекисем те тăтăшах пичетленеççӗ. Сăмахран, Улькка Эльмен çыравçăн «Упраймарăм сана…», Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» трилогийӗсем кун çути курчӗç, Геннадий Максимовăн «Вăхăта парăнман юрату» чăвашла, «Танец в ночи», «Загубленный рай» кăларăмӗсем вырăсла пичетленчӗç.

Издательствăн чи пӗлтерӗшлӗ кăларăмӗсенчен пӗри – «Чăваш литературин антологийӗ». Тӗрлӗ çулсенче «Проза», «Поэзи», «Драматурги» тата «Ача-пăча валли çырнă хайлавсем» кун çути курнă. Кашни кӗнеки чăваш литературин аталанăвне туллин уçса парать, çыравçăсен биографийӗпе тата хайлавӗпе паллаштарать.

«Эткер» ярăмпа автор пурăннă чухне тӗрлӗ сăлтава пула пичетленеймен хайлавсем те вулакансем патне çитрӗç: Алексей Медведевăн «Чун хыпса çунсан…», Николай Мартыновăн «Пурнăç кустăрми»… Çавнă пекех кăçал «Алран алла» çӗнӗ кӗнеке серийӗ йӗркеленчӗ. Ку сборника тӗрлӗ авторсен хайлавӗсене пухнă, кашни тӗрлӗрен пулин те вӗсене пӗр шухăш пӗрлештерсе тăрать – юратупа туслăх, çемье, кăмăл-сипет ыйтăвӗсем. Пӗрремӗш кӗнеки «Инкеклӗ телей» ятлă, вăл вулакансем патне çитрӗ те ӗнтӗ. 

Чăваш сăмахӗсен пӗлтерӗшне, хăйне евӗрлӗхне, вӗсене тӗрӗс мӗнле усă курмаллине словарьсем уçса параççӗ. Чи пысăк тупра чăвашсен, паллах, – Н.И.Ашмарин хатӗрленӗ «Чăваш сăмахӗсен кӗнеки». Вун çичӗ томпа тухнăскерпе çулсем иртнӗçемӗн паллашма тата та кăсăклă. Унта сăмахсен пӗлтерӗшне çеç мар, чăвашсен тӗрлӗ йăлине те илсе панă. Словарӗн пӗрремӗш кăларăмӗ шăпах Чăваш кӗнеке издательствинче 1920 – 1930 çулсенче тухнă.

Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ хатӗрлекен нумай томлă «Чăваш чӗлхин ăнлантаруллă сăмах кӗнеки» кун çути курать. Хальлӗхе виçӗ том пичетленнӗ. Словарь кашни сăмахăн пӗлтерӗшӗпе, пуплеври çыхăнăвӗсемпе паллаштарать.

Ача-пăча редакцийӗ – чи пысăкки

Чăваш чӗлхи ытарлă. Унăн хăйне евӗр сăмах çаврăнăшӗсем чуна пырса тивеççӗ, асра юлаççӗ, чӗлхене пуянлатаççӗ. Г.И.Федоров литература тӗпчевçи чылай вăхăт пухнă, шӗкӗлченӗ нумай чăваш каларăшӗ «Чăваш фразеологийӗн ăнлантаруллă сăмах кӗнекине» вырнаçрӗ.

Паллах, тăван чӗлхене ачаранах лайăх пӗлес тесен ăна шкулта та юратса вӗренмелле. Чăваш чӗлхи урокӗсем вырăсла вӗрентекен учрежденисенче те, чăвашла вӗрентекен шкулсенче те пур. Вăхăт улшăнăвӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнекисем çӗнӗ темăна астуса юлма, тӗрӗс усă курма хăнăхтараççӗ, ачасемпе вӗрентекенсем патне çитеççӗ. Вӗсем илемлӗ, интереслӗ, пуян содержаниллӗ.

Кӗнекепе ачаранах туслашмалла.  Ача-пăча литератури – издательствăн чи пысăк редакцийӗсенчен пӗри. Унта ача садне çӳрекен шăпăрланран пуçласа шкултан вӗренсе тухакан яш-кӗрӗм валли кăларăмсем «пиçсе» тухаççӗ. Пӗри тепринчен илемлӗрех, интереслӗрех, пуянрах. Кӗçӗн классенче вӗренекенсем валли сăвви-калавӗ е юмах пӗр кӗнекере тӳрех икӗ (хушăран виçӗ) чӗлхепе пичетленет – вула, аталан, вӗрен. «Шкул библиотеки», «Кивелми кӗнеке» ярăмсем ачасене паллă çыравçăсен хайлавӗсене тепӗр хут аса илме сӗнеççӗ, «Кӗтмен юрату», «Пирӗшти патне янă çыру» сборниксем çамрăк авторсен хайлавӗсемпе паллаштараççӗ. Вӗсен вулакана каласа кăтартмалли те, шухăша ямалли самант та чылай. Камсем палăрчӗç-ха çамрăк авторсенчен? Кунта Ольга Австрийскаяна, Ольга Васильевăна, Нина Царыгинăна, Николай Андреева, Владислав Николаева тата ыттисене те асăнмалла.

Интернет саманинче кӗнекесем çинчен каласа памалли майсем те ытларах, çӗнӗ кăларăмсем çинчен издательствăн сайтӗнче, ЧР Цифра аталанăвӗпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, АСКИ сайчӗсенче, социаллă сетьсенче, тӗрлӗ хаçат-журналта çийӗнчех пӗлтеретпӗр.

Ют çӗршыв çыннисем чăвашла вулаççӗ, вӗренеççӗ

Юлашки çулсенче издательствăра çӗре яхăн е ытларах та кăларăм кун çути курать. Вӗсем чăвашла, вырăсла е ют чӗлхепе пичетленеççӗ, кашнин тиражӗ – пинрен кая мар. Кăçал, сăмахран, тăхăр уйăхра (кăрлач–авăн уйăхӗсенче) 73 кăларăм 86 пине яхăн тиражпа пичетленчӗ, вӗсенчен: вӗренӳ кӗнекисем  – 13, ача-пăча кӗнеки – 25, илемлӗ литература – 9, наукăпа краеведени тата ытти литература – 26.

Издательство çулсеренех тӗрлӗ шайра иртекен конкурссене тата куравсене хутшăнать. Пирӗн кăларăмсем Великобритани, Испани, Германи, Азербайджан, Белорусси тата ытти çӗршыври куравсене те çитрӗç, унта хутшăнакансем вӗсене пысăк хак пачӗç. Тӗрлӗ конкурссенче дипломсене тивӗçни кăларăмсем чăнах та интереслӗ те илемлӗ пулнине тепӗр хут çирӗплетсе парать.

Чăваш кӗнеке издательствин кăларăмӗсене Раççейре çеç мар, тӗрлӗ çӗршывсенче те пӗлсе çитрӗç. 2017 çулта, сăмахран, Антуан де Сент-Экзюперин «Маленький принц» паллă юмахӗ чăвашла пичетленсе тухрӗ. Французларан ăна Чăваш Енри паллă критик, литературовед Юрий Артемьев куçарнă. Хайлава çыравçăн ӳкерчӗкӗсем илемлетеççӗ, хуплашкине вара Михаил Николаев художник хатӗрленӗ. Кӗнеке тухни çинчен интернетра пӗлтернӗ хыççăн нумай та вăхăт иртмерӗ – издательствăна тӗрлӗ çӗршывран çырусем вӗçсе киле пуçларӗç, кашниех «Пӗчӗкçеç принц» кӗнекене туянасшăн.

«Нумаях пулмасть эпӗ «Маленький принц» юмаха чăвашла куçарнине вуласа пӗлтӗм. Манăн пӗр 10 кӗнеке туянас килет», – тесе çырса ячӗ ун чухне Австрире пурăнакан Герхард Вольц.

«Эпӗ ют чӗлхесене вӗренме питӗ юрататăп, Антуан де Сент-Экзюперин «Пӗчӗкçеç принц» юмахӗ – манăн чи юратнă кӗнекесенчен пӗри. Çак кăларăма ярса парăр, тархасшăн», – килчӗ тепӗр çыру Бельгире пурăнакан Патрик Баертран. Испанири Хосеп Гонзалес Николас вара куравсем ирттерме 20 экземпляр кӗнеке ярса пама ыйтрӗ.

Çапла майпа çулталăк та иртмерӗ – 500 экземплярпа тухнă кӗнеке кӗске самантрах тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне вăр-р! саланчӗ, Чăваш Енри вулакансем ăна вулавăшсенче çеç тупма пултараççӗ.

Пӗррехинче (2017 çулта) Чăваш кӗнеке издательствине Елен Нарпи çыравçăпа пӗрле Японирен килнӗ хăна кӗрсе тăчӗç, чи интересли вара – каччă пире чăвашла сывлăх сунчӗ. Вăл Мураками Такенори ятлă иккен, Токио университетӗнчи ют чӗлхесен аспиранчӗ. Чăваш Ене пӗрремӗш хут килнӗскер, кӗнеке издательствине те кӗрсе курмасăр каяс темен. Тӗп сăлтавне тухса каяс умӗн пӗлтерчӗ: ăна «Чăваш чӗлхи. Энциклопеди словарӗ» кирлӗ. Хăйӗн диссертацийӗнче вăл алтай чӗлхин синтаксисне тӗпчет, чăваш чӗлхи шăпах çав ушкăна кӗрет. Анчах 2004 çулта пичетленнӗ словарь тахçанах сутăнса пӗтнӗ ӗнтӗ. Чи кирлине тупайманнипе аспирант хурланăвне кăтартмарӗ пулин те, унăн кăмăлӗ хуçăлни тӳрех палăрчӗ. Анчах та…

Çав каç Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова (Австрийская) килти кӗнекесен çӳлӗкӗ çинче шăпах Мураками Такенорине кирлӗ кӗнекене курах кайнă. Юрӗ-çке, парнелес эппин, ăна вăл çавах кирлӗрех тесе тепӗр кунне аспиранта хăйӗн кӗнекине парнеленӗ. Чи пысăк тупра лекнӗн хӗпӗртенӗ лешӗ.

Кăçал вара Израильти Тель-Авивра пурăнакан Ави Декельпе çыру çӳретрӗмӗр – вăл чăваш чӗлхине вӗренме пулăшакан кӗнекесем ыйтса çырса янă. «Ку сирӗн ӗçпе çыхăннă-и?» – кăсăклантăм эпӗ. «Тӗрӗк чӗлхисемпе интересленетӗп. Маларах турккă, тутар чӗлхисене вӗрентӗм, финн тата венгр чӗлхисене лайăх пӗлетӗп. Чӗлхе вӗренесси – хобби, манăн вара чăваш чӗлхине питӗ пӗлес килет», – тесе хуравларӗ Ави Декель. Сăмах май каласан, вăл вырăсла пачах та пӗлмест, çырăвӗсене акăлчанла çӳретнӗ. Ăна та пирӗн чӗлхене вӗренме пулăшакан темиçе кӗнеке ярса патăмăр.

Ольга ФЕДОРОВА.

Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев