Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш кӑйкӑрӗ ҫуралнӑпанпа 90 ҫул ҫитрӗ

Андриян Николаев Уйӑх сине вӗҫме хатӗрленнӗ

Паян, сентябрӗн 5-мӗшӗнче икӗ хутчен Совет Союзĕн Паттӑрĕ ята тивӗҫнӗ авиаци генерал-майорĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул ҫитрӗ. Вӑл уҫлӑха хӑпарнӑ хыҫҫӑн чӑвашсем ҫинчен пӗтӗм тӗнче пӗле пуҫларӗ. 

Андриян 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи Вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ, унтан Карелире тăрăшнă. 1950 çулта çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçĕнче летчик-истребитель пулнă. 1960 çулта А.Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш хут вĕçеве хăпарнă. Çак паттăрлăхшăн ентешĕмĕре Совет Союзĕн Паттӑрĕн ячĕпе пĕрле Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе наградăланă, «СССР космонавт летчикĕ» ята тивĕçнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине унӑн ятне пĕрремĕш ҫырнӑ. 1963 çултан пуçласа 1968 çулччен А.Г.Николаев космонавтсен отрячĕн командирĕ, 1968-1974 çулсенче космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «уйăх программипе» килĕшÿллĕн Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ. Орбитăра иккĕмĕш хут 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче пулнă. 1970 çулта ăна Совет Союзĕн Паттӑрӗн ятне иккĕмĕш хут панă.

1974 çултан пуçласа 1992 çулччен ентеш Ю.Гагарин ячĕллĕ Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн А.Николаева Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата ытти медальпе наградăланă. 1997 çулта Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ ят парса чысланă. Пысăк наградăсем тата та нумай унăн.

Андриян Григорьевич Николаев Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, тăван халăхăмăрăн ырлăхĕшĕн каласа пĕтерме çук нумай ырă ĕç тунă, ырми-канми ĕçленĕ. Чăваш наци конгресĕ никĕсленнинче те паллă ентешĕмĕр тÿпи пысăк. 1992 çулта ЧНК пĕрремĕш Аслă Пухăвĕнче ăна Мăн Канаш пайташне суйланă.

2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче 75 çула кайса  пĕтĕм халăх сума сăвакан ентешĕмĕр пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ... 

Чăвашсен мухтавлă ывăлĕн çутă ятне тăван халăх ĕмĕр-ĕмер чĕрере упрĕ.

Паян та Чăваш Енре кăна мар, Раççей тĕрлĕ тăрăхĕнчи ентешсем те Андриян Николаева асăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

ЧНК пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев