Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш митрополичӗ коронавируса пула вилнӗ

Ҫак вӑхӑтра митрополит вырӑнне кам йышӑнасси пирки канашлусем пыраҫҫӗ

  Чӑваш тата Шупашкар митрополичӗ Варнава  икӗ енлӗ пневмонияран вилсе кайни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ хыпар хатӗрӗсем. Каярах ӳпке чирӗ коронавирус инфекцине пула йывӑрланни ҫинчен пӗлтернӗ.
Митрополит 89 ҫулта пулнӑ. Реанимацири тухтӑрсем ӑна пулӑшайман. Варнава 1976 ҫултанпа Чӑваш митрополине ертсе пынӑ. Ҫак вӑхӑтранпа 7 мӑнастыре ҫӗнӗрен хута янӑ, 210 приход уҫнӑ.
Тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем Шупашкара хурланнӑ ҫинчен пӗлтерекен ҫырусем яраҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра митрополит вырӑнне кам йышӑнасси пирки канашлусем пыраҫҫӗ. Социаллӑ сетьсенче хутшӑнакан чӑвашсене Шупашкарӑн тӗп пачӑшки вырӑнне ларакан священник чӑвашла пӗлнипе пӗлменни кӑсӑклантарать. Мӗншӗн тесен тӑван чӗлхепе кӗл тӑвасси чӑвашсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев