Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Наци Конгресӗ хыпарлать

Кăçал кăшăл вирус чирĕн хăрушлăхне пула ют çĕршывсенче пурăнакан Мăн Канаш пайташĕсем килме май тупаймарĕç. Пĕр Беларуç çĕршывĕнчен тата Казахстанран  кăна унти чăваш наци культура автономийĕн ертÿçисем Алексей Александров, Елена Софронова  çитейрĕҫ.

 Йăлана кĕнĕ йĕркене пăсмасăр, ЧНК Уставĕпе килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре иртекен Мăн Канаш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçтарăнчĕ. 

Шупашкарти Туслăх Çуртне Раççей регионĕсенчи, Чăваш Ен районĕсенчи  ЧНК уйрăмĕсен тата Шупашкар хулинчи Мăн Канаш пайташĕсем пуçтарăнчĕç. Унсăр пуçне ларăва чĕннĕ хаклă хăнасем те çитрĕç.
Кăçал кăшăл вирус чирĕн хăрушлăхне пула ют çĕршывсенче пурăнакан Мăн Канаш пайташĕсем килме май тупаймарĕç. Пĕр Беларуç çĕршывĕнчен тата Казахстанран  кăна унти чăваш наци культура автономийĕн ертÿçисем Алексей Александров, Елена Софронова  çитейрĕҫ.
Пурпĕрех çĕр ытла  Мăн Канаш пайташĕнчен çурри ытла ларура  пулчĕç. Кворумĕ паллах çителĕклĕ. Ун çинчен Мăн Канаша уçнă май ЧНК президенчĕ Николай Угаслов пĕлтерчĕ.
Ларăва килнĕ хастарсене Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова тата Раççей Патшалăх Думин депутачĕ, Федераллă чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Леонид Черкесов саламларĕç. Вĕсем Чăваш наци конгресĕн тĕнчипех саланнă хамăр халăха пĕрлештерес, чĕлхене, культурăпа йăла-йĕркене упрас ĕçри пĕлтерĕшĕ пирки каларĕç, уйрăмах регионсенчен килсе çитнĕ чăвашлăхшăн çунакан çынсене çак пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç. Светлана Анатольевна Тутар Республикин, Самар тата Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш автономийĕсен ертÿçисене çав тăрăхри чăваш ялĕсенчи вулавăшсене парнелеме чăваш литератури уйăрни çинчен ĕнентерекен сертификатсем пачĕ. Çак кĕнекесене Чăваш наци библиотеки хăйĕн 150 çулне паллă  тунă май уйăрса панă.
Светлана Каликовăпа Николай Угаслов Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнипе кăларнă юбилей медалĕсемпе конгресс хăш-пĕр хастарĕсене тата Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш автномисен ертÿçисене чысларĕç.
ЧНК президенчĕ Мăн Канаша килнĕ пайташсем умĕнче конгресс 2020-2021 çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинчен пĕтĕмлетсе каласа пачĕ, малашнехи ĕçсене палăртрĕ. Çулталǎкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсен, чăннипех те, йăвăрлăха пăхмасăр конгресс тулли хăватпа ĕçлени курăнать.

Зоя Яковлева сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев