Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Наци Конгресӗ конкурс ирттерет

И. Я. ЯКОВЛЕВ ÇĔНĔ ЧĂВАШ АЛФАВИТНЕ ТУНĂРАНПА 150 ÇУЛ, «ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ» ХАЛАЛА ÇЫРНĂРАНПА 100 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ РЕГИОНСЕН ШАЙĔНЧИ «ÇĔНĔ ХУМ» ЛИТЕРАТУРА ПУЛТАРУЛĂХ КОНКУРСĔН ЙĔРКИ

 

Пĕтĕмĕшле калани

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви (малалла – Чăваш Республикин Культура министерстви), «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ, (малалла – Чăваш наци конгресĕ), Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин «Чăваш Республикин наци библиотеки» Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕ (малалла – Чăваш Республикин наци библиотеки), И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ (малалла – И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ) И. Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 7–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсене хутшăнма чĕнеççĕ. Конкурс 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. 

 

Конкурс тĕллевĕсемпе задачисем

* çĕнĕ чăваш çырулăхне тăвакан аслă Вĕрентÿçĕн И.Я. Яковлевăн халăха çутта кăларнин ăс-хакăлĕпе пултарулăх еткерне тишкересси тата ăна халăхра сарасси;

 * сăнарлă сăмахпа илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси;

 * И. Я. Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалĕпе усă курса шкул ачисемпе çамрăксене тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине ăнланма, ăс-хакăлпа тирпей культурине йĕркелеме пулăшасси;

 * ачасемпе çамрăксен чĕлхин пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхпа сăнарлăх туйăмне аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.

 

Конкурс йĕркелекенсем

                 * Чăваш Республикин Культура министерстви;

 *Чăваш наци конгресĕ;

* Чăваш Республикин наци библиотеки;

* И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ.

 

 

Конкурса хутшăнакансем

Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 7–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсем.

 

 

Конкурс йĕрки

Çамрăк чăваш çыравçисен ирĕклĕ е сĕннĕ темăпа литература хайлавĕсем çырса конкурса хутшăнма юрать. Калав, очерк, çыру, интервью, эссе, сăвă çырма сĕннĕ темăсем:

 – «И. Я. Яковлевăн «Халалне» мĕнле ăнланатăп тата йышăнатăп»;

 – «Ман пурнăç тĕрекĕ»;

 – «Иван Яковлев патне çыру çыратăп»;

 – «И. Я. Яковлев çинчен калас сăмахăм»;

 – «Çыруллă халăхăн чĕлхи çухалмасть»;

 – «Иван Яковлевича «палăк» лартнă пулăттăм»;

 – «Тěрěс калаçасси тата çырасси – пирěн тивěç»;

 – «Иван Яковлев çутă сăнарĕ çамрăксен чĕринче упранать». 

Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене йышăнать. Литература хайлавĕсенче аслă Вĕрентÿçĕн сăн-сăпачĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлне кăтармалла,хăвăрăн ăшри шухăшпа кăмăл-туйăма уçса памалла. Проза хайлавĕсен калăпăшĕ 5–6 страницăран ытла, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Хайлавсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, сулахай енчен хĕррине (поля) 2,5 см, сылтăм енчен – 1,5 см хăварса пичетлемелле. Çамрăк авторсен литература хайлавĕсенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра, курсра) вĕреннине, район (хула), республика (область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекенěн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартмалла. Компьютерпа чăвашла пичетленĕ хайлавсене 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон: 62-35-61. Электрон почти: conqress21@mail.ru

Конкурса ирттересси тата пĕтĕмлетесси

Конкурс йĕркелекен комитет жюрие палăртать. Жюри пайташĕсем Чăваш Республикин паллă писателĕсемпе журналисчĕсем тата тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулаççĕ. Жюри конкурса тăратнă хайлавсене пăхса тухса хак парать, призлă вырăнсене ÿсĕм тăрăх, 7–9 тата 10–11-мĕш классенче, колледжсемпе аслă шкул вĕренекенсен йышĕнчен кашни литература тĕсĕнче уйрăм палăртать. Жюри илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсене уйрăм ят пама пултарать. 

11-мĕш класра вĕренекен çĕнтерÿçĕсене И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл параççĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвне протокол çырса çирĕплетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен списокне Чăваш Республикин Культура министерствин, Чăваш наци конгресĕн, Чăваш Республикин наци библиотекин сайчĕсенче вырнаçтараççĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисене чыслани

Аслă Вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе хаклă парнесем парса чыслаççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ертӳçисене Тав хучĕпе хавхалантараççĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев