Сувар

Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем нимене тухнӑ

Атăл леш енчи «Сувар» этнопаркра Ниме иртрĕ

"Аттила хĕçĕ», «Управçă», «Хыпар», «Вут амăш», «Пурнăç йывăççи», «Ăмăрткайăк ман анне», «Анне - Турă» ятлă «Чувашия» санатори çÿмĕнчи «Сувар» этнопаркри чăваш мифологийĕпе çыхăннă пурĕ 130 йывăç кÿлепе паянхи кун чăваш халăхĕн эткерлĕхĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕ. Вĕсем пирĕн халăхăн авалхи историне, кун - çулне, йăли-йĕркине ăнланма, пĕлме май параççĕ, хамăр несĕлсене, атте-аннене хисеплесе пуç тайма вĕрентеççĕ. Унсăр пуçне пирĕн чăваш скульторĕсен ăсталăхне кăтартса параççĕ.

Вăтăра яхăн çул каялла Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Балтаев пуçарса унăн проекчĕпе вун-вун ÿнерçĕ ăсталанă «Сувар» этнопаркри йывăç кÿлепесем халĕ шел пулин те, кивелсе пыраççĕ, пулăшу кĕтеççĕ.
Çавна шута илсе юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн хастарĕсем пуçарнипе тата Николай Угаслов президент пулăшса, хавхалантарса пынипе çак пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, туристсене илĕртекен вырăнта Ниме йĕркелерĕç.
Ирпе ирех ĕç тумĕсем тăхăнса, автобус çине ларса 25 хастар этнопарка çитрĕç. Вĕсене Николай Балтаевпа унăн мăшăрĕ Людмила Владимировна хапăл туса кĕтсе илчĕç. Питĕр хулинчен ятарласа Нимене вĕсен юратнă ывăлĕпе кинĕ- Атиллăпа Хĕвелпи те çитнĕ.
Ĕç вĕресе кăна тăчĕ. ЧНК хастарĕсем кивелсе кăмпалана пуçланă скульптурăсене тасатса ятарлă сăрăсемпе сăрласа çĕнетрĕç. Йывăç кÿлепесене пĕрре кăна мар, темиçе хут сăрăпа витерчĕç. Арçынсем пусмасем çине хăпарса скульптурăсен çÿлти пайĕсене сăрларĕç, хĕр-хĕрарăмсем вара аялти пайĕсене тăрăшса çĕнетрĕç.
«Ылтăн ту» тата «Пăхăр ту» ятлă лапамсенче вырнаçнă кÿлепесене кăнтăрла иртнĕ çĕре сăрласа çĕнетсе те ĕлкĕрчĕç. Николай Федорович Угаслов хавхалантарнипе ĕç кал-кал пычĕ. Людмила Владимировна Балтаева ĕçлеме те, çак кÿлепесен пĕлтерĕшĕ, чăвашсен мифологийĕпе çыхăннă йăла-йĕрке çинчен те каласа пама ĕлкĕрчĕ. Николай Михайлович Балтаев ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе тăчĕ.
Хырлăхри сиплĕ сывлăшпа сывлани, ушкăнпа нимелле савăнса ĕçлени, халăхшăн усăллă ĕç тунине ăнланса тăрăшни пурне те хăпартлантарчĕ, вăй пачĕ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: