Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗпе Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ пӗрле кӗнеке кӑларнӑ

Майăн 31-мӗшӗнче ТР Наукӑсен академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институтӗнче «Татары и чуваши – ветви одного древа» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Унта наука ӗçченӗсем, историксем, чӗлхеçӗсем, журналистсем тата икӗ халӑхӑн историйӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑнчӗç.

Ку кӗнекене пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗпе ТР Наукӑсен академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ пӗрле кӑларнӑ. Кӗнекере авалтан юнашар пурӑнакан чӑвашпа тутар халӑхӗсен чӗлхери, культурӑри, хуçалӑхпа экономика тӗлӗшӗнчи пӗрпеклӗхӗсемпе уйрӑмлӑхӗсем çинчен çырнӑ тӗпчевсем пичетленнӗ. Кӗнекене кӗнӗ статьясен авторӗсем вара хăйсен ӗçӗсемпе пӗлтӗр иртнӗ «Тутарсемпе чăвашсем – пӗр йывăçăн тураттисем» Пӗтӗм Раççейри наукăпа практика конференцине хутшăнса докладсем вуланă. Çав докладсем кӗнӗ асăннă кӗнекене. 

Тутарпа чăваш авалтан, Атăлçи Пăлхар вăхăтӗнчен, пӗр-пӗринпе хутшăнса пурăннине пурте пӗлетпӗр. Кӗнекере пичетленнӗ статьясенче çак темăсене хускатнă: пӗрлехи историлле еткерлӗхе тутар тата чăваш наука шкулӗсен куçӗпе хаклани, чăваш культурин тутар халăхӗн историйӗнчи йӗрӗ, тутар культурин чăваш халăхӗн историйӗнчи йӗрӗ, халăхсен культурăри тата чӗлхери хутшăнăвӗсем тата ытти те. Кӗнекере тӗрлӗ гуманитари профилӗллӗ ăсчахсен – историксен, археологсен, этнологсен, лингвистсен, литературоведсен, социологсен, чӗлхеçӗсен, фольклористсен, искусствоведсен – тӗпчевӗсем пичетленни наукăн çак темине тӗрлӗ енлӗн пăхса тухма май парать. 

Кӗнеке хӑтлавне Шупашкартан Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн ӗçченӗсем Геннадий Алексеевич Николаев, Эдуард Евгеньевич Лебедев тата Николай Станиславович Мясников хутшӑнчӗç, вӗсем пурте тутар ӗçтешӗсемпе пӗрле ӗçлеме кăмăллă пулни пирки каларӗç. ТР Наукӑсен академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн ӗçченӗсем те шупашкарсемпе пӗрле хаваспах тăрăшнине пӗлтерчӗç, чăваш ăсчахӗсем пӗчӗк-пӗчӗк йышпах тем пек пысăк ӗçсем пурнăçланинчен тӗлӗннине пытармарӗç.

Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн директорӗ Радик Римович Салихов та пӗрлехи ӗçӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ, малашне те чӑвашсемпе тутарсен аваллӑха, историе тӗпчес ӗçе пӗрле тумалли, пӗрле ӗçлес плансем пысӑкки çинчен пӗлтерчӗ. 

Кӗнекене уçса пăхсан илӗртӳллех мар пек туйăнать, сăнӳкерчӗк, иллюстраци тавраш сахал унта. Анчах та ăсчахсен тӗпчевӗсемпе паллашма пуçласан чарăнма çук – икӗ халăх пирки çав тери интереслӗ тӗпчесе çырнă. Ку кӗнеке наука ӗçченӗсемшӗн те, преподавательсемпе студентсемшӗн те, историпе интересленекен ытти çынсемшӗн те интереслӗ. Шел, тиражӗ пысăк мар – 150 экземпляр çеç. Анчах та кăсăкланакансем унăн электронлă варианчӗпе ТР Наукăсен академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн сайтӗнче паллашма пултараççӗ. 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев