Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Ҫӗпрел каччисем медалистсем

Учительсене, ашшӗ-амăшӗсене питӗ пысăк тав сăмахӗ калас килет. Вӗсен пилӗпе ачасен çулӗсем уçăлса пыччăр, ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗсене пурнăçа кӗртме Турă пулăшса тăтăр.

Районти Культура çуртӗнче кăçал шкул пӗтернисен уяв-балӗ питӗ лайăх иртсе кайрӗ. Алла аттестат илнисенчен вун тăххăрăшӗ «Вӗренӳри пысăк çитӗнӳсемшӗн» медаль илме тивӗçрӗ. Кăçал медалистсен хушшинче 6 арçын ача, вӗсенчен 3-шӗ – Чăваш Çӗпрел каччисем: Никита Албутов, Данил Жирнов тата Леонид Фадеев.

2008 çулта Чăваш Çӗпрел ачисем çӗнӗ шкулта вӗренме пуçларӗç. Шкул​ уçнă​ ​ çӗре Р.Н.Минниханов та, вăл вăхăтра Премьер-министр, килнӗччӗ. Рустам Нургалиевич чи малтан 1-мӗш класа кӗрсе ачасемпе паллашрӗ, вӗсене лайăх вӗренме, ăслă, Тăван çӗршывшăн усăллă çынсем пулма сунчӗ. Унăн сăмахӗсене ачасем ăша хыврӗç, тăрăшса вӗренчӗç. Район лицейӗнче химипе профильлӗ класс уçăлсан Данил Жирновпа Леонид Фадеев 10-мӗш класа унта вӗренме куçсан та тăрăшса вӗренсе хăйсен пӗлӗвне çирӗплетрӗç, Чăваш Çӗпрел ятне çӗклерӗç. Лицейра вӗрентекенсем те ачасемпе кăмăллă пулчӗç. Леонидпа Данил медицина енӗпе каясшăн. Леонид вара ашшӗ-амăшӗ чире пула çут тӗнчерен ир уйрăлнипе тухтăр профессине суйларӗ. 
Никита Албутов Чăваш Çӗпрел шкулӗнчех вӗренсе пӗтерсе çарпа çыхăннă профессие суйларӗ, Тăван çӗршыва хӳтӗлес ӗмӗтне пурнăçа кӗртме шутларӗ, экзаменсенче пысăк балсем пухрӗ. 
Çакăн пек лайăх вӗренсе тухса медаль илме тивӗçлӗ пулнăшăн кăçал шкул пӗтернисен пӗрремӗш вӗрентекенне Л.А.Афанасьевăна, ытти​ учительсене, ашшӗ-амăшӗсене питӗ пысăк тав сăмахӗ калас килет. Вӗсен пилӗпе ачасен çулӗсем уçăлса пыччăр, ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗсене пурнăçа кӗртме Турă пулăшса тăтăр.

Нина ХРАМОВА, 
класс ертӳçи.
Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçат сайтӗнчен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование