Сувар

Чӑваш Республики мӗнле йӗркеленни ҫинчен

1927 çулта уессене салатнă. Вĕсен вырăнне 17 район йĕркеленĕ: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Кĕçĕн Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Тутаркасси, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă тата Етĕрне.

Чӑваш Республики 1920 çулта йĕркеленнĕ. Ун чухне ăна Чăваш автономи облаçĕ тенĕ. 1925 çулта автономиллĕ республика пулса тăнă.

1927 çулта уессене салатнă. Вĕсен вырăнне 17 район йĕркеленĕ: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Кĕçĕн Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Тутаркасси, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă тата Етĕрне.

1929 çулта Шăхăртан тутарсен наци районне туса хунă.

1935 çулта Мăн Патăрьел районĕ – Патăрьел, Кĕçĕн Елчĕк Елчĕк пулаççĕ.

Çĕнĕ районсене туса хураççĕ: Ишлей, Кувак, Турхан, Трак, Шăхасан, Çĕмĕрле тата Тăвай. Чылай улшăну 1939 çулта пулса иртет: Патăрьел районĕпе Шăхартан тутар наци районне пăрахăçланă та Калинин, Комсомол, Октябрь, Совет тата Чкалов (1957 çултанпа – Патăрьел) районĕсене йĕркеленĕ.

Турхан районĕ – Первомай, Тутаркасси Сĕнтĕр районĕ пулса тăраççĕ. Тепĕр çултан Трак районне Красноармейски ята куçараççĕ. 1944 çулта Муркаш, Чуракчă районĕсене туса хунă.

1956 çултан пуçласа район йышĕ сахалланма тытăнать. Калинин, Кувак, Совет тата Шăхасан районĕсене пăрхăçланă. 1959 çулта – Ишлей, Муркаш, Октябрь, Первомай тата Чуракчă районĕсене. 1962 çулта – Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Сĕнтĕр, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсене салатнă.

1964 çулта каллех районсен йышĕ ÿсме тытăнать: чи малтан Муркаш, 19щ65 çулта Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсенеĕ ҫӗнĕрен йĕркеленĕ. Çĕмĕрле районне 1965 çулта салатнă, анчах та 1966 çулта каялла тавăрнă. Çакăнтанпа Чăваш Енре районсене урăх улăштарман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: