Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Республикин командисене Пӑвара ӑнсах каймасть

Çӗнтерӳ вӗсем патне çывхармасăр таçта аякра çӳрени, паллах, кăмăла хăварать. Выляма та начар вылямаççӗ, хăвăртлăхӗсем те çук мар. Анчах...

 ЧИ ЛАЙĂХ ВРАТАРЬ ЕЛЧӖКРЕН

Чăваш Республикинчи Елчӗк районӗ кăçалхи «Сувар» турнирне икӗ команда янă. Пӗри Елчӗк ялӗнчен, тепри Аслă Елчӗкрен. Анчах та вӗсене Пăвара выляма çăмăлах марччӗ. Пӗрисем кӗçӗнтерех пулчӗç, пурте 2008 çулхисем. Аслисем вара темиçе хутчен те финала тухма пултаратчӗç. Çӗнтерӳ вӗсем патне çывхармасăр таçта аякра çӳрени, паллах, кăмăла хăварать. Выляма та начар вылямаççӗ, хăвăртлăхӗсем те çук мар. Анчах...

Виççӗмӗш вырăншăн Çӗпрел командипе вылянă чухне шут тан пулчӗ – 2:2. Ыйтăва пенальтисен серийӗ татса пачӗ. 5-шер мечӗк тапнă хыççăн та шут танччӗ. Шел пулин те, Чăваш республикинчен килнӗ командăна кăштах кăна ăнăçу çитеймерӗ.

Апла пулин те, 4-мӗш вырăн йышăннă ятпа кӳршӗсене саламлатпăр. Илемлӗ вăйă кăтартнăшăн тав тăватпăр. Ачасене выляттарнă судьясем пӗр саслăн пулса «Чи лайăх голкипер» номинацине Елчӗк ачине Вадим Егорова парса хавхалантарас терӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев