Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш тесе ҫырӑнмасан чӑвашла вӗрентекен шкулӑн кирлӗлӗхӗ ҫухалать

Мӗн тума хутшӑнмалла ҫырава? Патшалӑхӑн унсӑрӑн та пирӗн синчен пӗтӗм сведенисем пур.

Ҫак ыйту ҫине экспертсем хуравларӗҫ. Хальхи вахӑтра иртекен ҫӗршыври перепись пӗтӗмлетӗвӗсемпе Раҫҫейре социаллӑ программӑсене хатӗрлеҫҫӗ. 

"Переписӗн тӗп тӗллевӗ –уйрӑм илнӗ халӑхӑн демографине, социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика характеристикине хаклама май парать. 

Перепись пӗтӗмлетӗвӗсемпе ялсем, районсем, хуласем халӑхӗн шучӗ тата тытӑмӗ пирки ҫӗнӗ даннӑйсем пулаҫҫӗ. Вӗсен никӗсӗнче управлени тӗлӗшӗнчен йышӑнусем тӑвӑнӗҫ, ҫав шутра конкретлӑ проблемӑсемпе. Тӗслӗхрен, вӑл е ку вырӑнта шкул, ача сачӗ тумалла е больница? Ӳсекен ӑрӑва шута илсен, мӗн чухлӗ вӗрентекен кирлӗ пулать?", – тесе хисеплерӗ уйрӑм самантсене экономика наукисен кандидачӗ Мунир Гафиятуллин.

Чӑн та ҫапла вӗт. Патшалӑх ытлашши тӑкаксем тӑвасшӑн мар. Вӑл е ку ялта чӑвашсем "чӑваш" тесе ҫырӑнмасан, статистика вӗсене "ҫук" вырӑнне хурӗ.

Патӑрьел районӗнчи "Авангард" хаҫатӑн сӑнӳкерчӗкӗ

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев