Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш юптаруҫине манмаҫҫӗ-ха

Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнчи ял библиотекинче Александр Кӑлкан ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртнӗ

A.Д.Кӑлкана (1911-1988) эпир драматург, прозаик, поэт-сатирик тата куҫаруҫӑ пек пӗлетпӗр. Ҫӗнӗ Мертлӗ ялӗнче ҫуралнӑскер, вӑл ҫамрӑк чухне те, ҫитӗнсе ҫитсе ҫырӑвҫӑ ятне илсен те Пӳркелӗнче пӗрре мар пулнӑ. 

Литература каҫне Пӳркел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемсӗр пуҫне ТР ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш писателӗсен союзӗн пайташӗ Анатолий Малышев, Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗ Михаил Якушов, ЧР хисеплӗ таврапӗлӳҫи Михаил Вериялов хутшӑннӑ. Вӗсем паллӑ ҫыравҫӑпа Тӑхӑрьял ҫӗрӗ ҫинче тӗлпулнисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Александр Кӑлканӑн ӗҫӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен Елена Хлынова библиотекарь каласа панӑ. Пӳркелӗнчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Вериялова "А.Д.Кӑлкан ентешсен асаилӗвӗсенче" ятлӑ презентацие кӑтартнӑ. 

Валерия тата Вадим Михайловсем паллӑ ентешӗн юптарӑвӗсене пӑхмасӑр вуласа панӑ. 

Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ мероприяти пӗрле сӑн ӳкерӗнессипе вӗҫленнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев