Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑвашла юрлакансен пӗрремӗш онлайн-конкурсӗ епле ҫурални ҫинчен

ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Константин Малышев аса илет

 Мӗнрен пуҫланчӗ
Февральти пӗр ытларикун ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн ӗҫ пулӗмӗнче чӑвашла юрӑ янӑрарӗ. Дмитрий Самаренкин, чӑвашла лайӑхах калаҫаймасть пулин те, юрлама – таса сасӑпа шӑрантарать тахҫанах халӑх юррине ҫаврӑннӑ "Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫа". Кашни сӑмаха юрласа ҫитерсе​ кӑкӑртан кӑлӑрать илемлӗ баритон. Чун хӗлӗхӗсем чӗтрене-чӗтрене илӗҫҫӗ.
Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи ашшӗ-амӑш юррисене кӑмӑллани сисӗнет.
"Ҫӗр пин юрӑллӑ халӑх вӗт эпир!, – тесе мӑнаҫланать йӑхташсемпе наци лидерӗ. – Атьӑр, чӑвашла юрлакансен конкурсне тӑватпӑр? Республикӑри пӗтӗм чӑваш хутшӑнтӑр унта!"
"Пирӗн "Чӑваш шӑпчӑкӗ" пур, анчах та вӑл 2022 ҫулта кӑна пулать", - тесе ӑнлантараҫҫӗ ҫумӗсем ЧНКА Канашӗн предселательне.
"Ҫук, кӑҫалах ирттермелле. Ӑна Тӑван чӗлхесен ҫулталӑкне халалламалла. Укҫине – тупатпӑр!"
Ҫакӑнтан хатӗрленӳ ӗҫӗ пуҫланчӗ. Тутарстанра юрлакан нумай. Конкурсӑн Положенине хатӗрлерӗмӗр, ӑна ЧНКАн черетлӗ отчетпа суйлав Конференцийӗнче районти предселательсене валеҫсе патӑмӑр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев