Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑвашсем пухӑнса ҫумӑр ыйтсан, вӑл килетех

Дмитрий Самаренкин Петӗр Хусанкайӑн вилӗмсӗр сӑмахӗсене цитатӑланисӗр пуҫне сцена ҫинченех юрӑ юрласа пачӗ. "Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫа" унпа пӗрле "Уява" килнӗ пӗтӗм халӑх юрларӗ

Чӑвашсен культурине кӑтартакан уяв площадкинчи экспозицисене ТР Президенчӗ пысӑка хурса хакларӗ. Аксу пулӑҫӗсемпе, утарҫисемпе, пӑтӑ пӗҫерекенсемпе тӗл пулчӗ процесси. Ҫумӑр пултӑр тесе шыв пӗрӗхекенрен милкине тытса илсе вӑл хӑй те хыҫӗнчен пыракан ҫынсемпе шывла вылярӗ. Республика пуҫлӑхне Тутарстанра ҫумӑр ҫукки хурлантармасть мар, паллах. Шӑпах тырӑ пучахланнӑ вӑхӑта лекрӗ вӗт типӗ ҫанталӑк. Пӗлтӗрхи тырпулӑн ҫуррине пухса илейсен юрать, теҫҫӗ аграрисем шанчӑкпа тӳпенелле пӑхса. Кӗтни сая каймарӗ. Пӗр сехетрен Аксусен Уявӗ тӑрринчен чашлатса ҫумӑр ҫуса иртсе кайрӗ. Ҫакна пула концертсен программине те ҫур сехете куҫарма тиврӗ.
"Аксу районне тата "Уява" ҫӳллӗ шайра хатӗрленӗ республикӑри Чӑваш наципе культура автономине, энтузиастсене, пултарулӑх ушкӑнӗсене чунтан тав тӑвас килет, – терӗ Президент. – Паян Аксура тутарстансем пухӑнчӗҫ, пирӗн ҫӗршыв регионӗсенчен хӑнасем килчӗҫ. Пирӗнпе пӗрле Чӑваш Республикин сумлӑ делегацийӗ пулни пӗлтерӗшлӗ. Эпир тӑванла республикӑри артистсене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, фольклор коллективӗ ене курма хавас".
Дмитрий Самаренкин Петӗр Хусанкайӑн вилӗмсӗр сӑмахӗсене цитатӑланисӗр пуҫне сцена ҫинченех юрӑ юрласа пачӗ. "Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫа" унпа пӗрле "Уява" килнӗ пӗтӗм халӑх юрларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев