Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑвашсемсӗр футбол та выляймаҫҫӗ ахӑр

Сергей Игнашевич вӑхӑтӗнче Раҫҫей сборнӑйӗшӗн 127 вӑйӑ вылянӑ. Ҫак рекорд патне хальлӗхе никам та ҫывхарайман

Раҫҫейӗн сборнӑйӗнчен Дзюба тухса ӳксен пирӗннисем Молдавине ҫӗнтереймерӗҫ, ничья, Турцине выляса ячӗҫ, ӗнер ак Сербине пӗр гол та кӗртеймерӗҫ. Вӗсем вара пире – 5!

Аса илтеретпӗр, Серби ҫӗршывӗнче ҫур Мускав чухлӗ, 7 миллион ҫын пурӑнать. Мана шав пӗр япала тӗлӗнтерет – мӗншӗн пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫул памаҫҫӗ пирӗн футболра? Вӗсем ҫук мар вӗт.

Братушкӑсен сборнӑйӗнче лайӑх вылякансем коронавирус ертнипе ҫак вӑййя хутшӑнайман. Ӗнер вӗсен малта пыракан форварчӗсем тухнӑ пулсан выляма мӗн пулатчӗ-ши? 

Пӗрремӗш таймра 4 гол кӗртрӗҫ раҫҫейсене сербсем. Вӗсен футболисчӗсене пирӗн штрафнойра никам та чараймарӗ. Тӗрлӗрен хитре прическӑллӑ пирӗн миллионерсем вӗсен ҫумӗнче йывӑҫ ураллӑ катемписене аса илтерчӗҫ. Станислав Черчесов тренер кӑшкӑра-кӑшкӑра сассине пӗтерчӗ-тӗр. Хатӗрленмен Раҫҫей сборнӑйӗ ку вӑййя. Питӗ шел.

Гильермо хапхине 3-мӗш мечӗк кӗрсе кайсан, телекомментаторсем те пирӗн футболистсене хӳтӗлеме чарӑнчӗҫ. 

Калама пулать, каҫхине 11-те выляма хӑнӑхман вӗсем тесе, е Турципе кӗрешнӗ хыҫҫӑн канса тӑранайман тесе. Анчах манмалла мар, сире хирӗҫ вылякансем те вунпӗрӗн.

Игнашевич пех хӳтӗлекенсем тата Дзюба пек тапӑнакӑнсем кирлӗ пире.

Чӑваш тымарӗллӗ Сергей Игнашевич вӑхӑтӗнче Раҫҫей сборнӑйӗшӗн 127 вӑйӑ вылянӑ. Ҫак рекорд патне хальлӗхе никам та ҫывхарайман. Артем Дзюба та пирӗн командӑн шӑнӑрӗ пулни паллӑ пулчӗ иртнӗ вӑйӑсем хыҫҫӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев