Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑвашсен ялӗнче грузинла сыр тума вӗреннӗ

Чи пахи – унра нимле концентратсем те, хими хутӑшӗсем те ямаҫҫӗ

Николайпа Елена Тумишинсем Элкел Районӗнчи Анат Каччел ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ачисем хулана вӗренме кайсан, вӗсене укҫан пулӑшас тесе вӗсем сыр туса сутма шутланӑ, тесе пӗлтерет "Алькеевские вести" хаҫат.
Туймишинсен картишӗнче выльӑх-чӗрлӗх ялан нумай пулнӑ, ҫав шутра ӗнесем те. Тытӑнаҫҫӗ сӗт сутма. Малтан ялта, унтан Хусана ярминккене ӑсатма тытӑннӑ.
Николай ял клубӗнче кочегарта ӗҫлет. Юрий  Немсверидзерен грузинсен тутлӑ сырне тума вӗренет. Часах Анат Каччелӗнчен Хусан ярминккине чӑкӑт та ӑсатма тытӑннӑ.
"Техӗмлӗ сырӑн пуҫӗсем 1,2 килограмшар пулаҫҫӗ. Вӗсене пасарта кастарса та тӑмаҫҫӗ, ҫаплипех туянаҫҫӗ" – хӗпӗртеҫҫӗ Тумишинсем.
Вырӑнти Ӗҫтӑвком секретарӗ Зоя Самаркина сӑмахӗсем тӑрӑх, Тумишевмен сырӗ питӗ тутлӑ, брынзӑна аса илтерет. Чи пахи – унра нимле концентратсем те, хими хутӑшӗсем те ямаҫҫӗ.

"Кашни эрнере сутма илсе каятпӑр. Хусанти ярминккере вӗсен сырне кӗтсе тӑракансем те пур", – тесе мухтать ентешӗсене ял хутлӑхӗн ӗҫченӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев