Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑвашсене малашне Валерий Клементьев ертсе пырӗ

Октябрӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинче - конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртасси тата ҫӗнӗ ертӳҫине суйласси.

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри регионсенче те хӑватлӑ янӑратӑр тесе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те чӑваш халӑхӗн маттур ывӑл-хӗрӗ харсӑр та хастар, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем тӑвассине шаннине пӗлтерчӗ. Чӑвашлӑхшӑн чунне парса тӑрӑшакан чи хастаррисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗ.

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов конгресӑн 2017-2021 ҫулсенчи ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Докладра вӑл ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. Сӑмахран, шкулсенче чӑваш чӗлхи сехечӗсен шучӗ чакни, чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсем ҫителӗксӗрри, ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтарманни пирки пӑшӑрханса каларӗ.
Ҫавӑн пекех ытти регионсенчен килсе ҫитнӗ  делегатсем те тухса калаҫса хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Питӗртен килнӗ Валериан Гаврилов, Иркутск тӑрӑхӗнчи  чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Екатеринбургри Ольга Ергунова тата ыттисем те чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшӗпе еплерех ӗҫленине каласа пачӗҫ, конгресс ӗҫне хак пачӗҫ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх вӗренӳ институчӗн ертӳҫи Юрий Исаев та тухса калаҫса Чӑваш чӗлхине вӗрентессипе республикӑра мӗнле ӗҫленине тишкерчӗ.
Аслӑ Пухура малалла конгреса ертсе пыма президента суйларӗҫ.. Яваплӑран та яваплӑ тивӗҫе туса пыма Валерий Клементьева шанса пачӗҫ. Пӗрремӗш вице-президент пулма  регионсем хушшинче ӗҫлекен организацие 8 ҫул тивӗҫлӗ шайра ертсе пынӑ Николай Угаслова ҫирӗплетрӗҫ.
Унсӑр пуҫне тата пилӗк вице-президент суйларӗҫ:  Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем - Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, Павел Вязов предприниматель, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Олег Мустаев.
Аслӑ форумра ЧНК  Мӑн Канашне пурӗ  95 хастара суйларӗҫ,  вӗсенчен 31-ӗшне президиум пайташне кӗртрӗҫ. Президиум кулленех ӗҫлекен орган.

Чӑваш Наци Конгресӗн пресс-служби

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев