Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чылай ҫыннӑн вакцинаци тутарма тивет

Ҫӗнӗ йӗркесемпе вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрне ноябрӗн 9-мӗшӗччен иртмен ҫынсене ӗҫе кӗртмелле мар. Вакцинӑн иккӗмӗш компонентне декабрӗн 6-мӗшӗччен тутармалла

 Тутарстанра Covid-19-па чирлекенсен татпа унран вилекен ҫынсен шучӗ ӳснипе граждансен уйрӑм категорийӗсен коронавирусран вакцинаци тутарма тивет. Ҫакӑн ҫинчен калакан Постановление Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн пуҫлӑхӗ Марина Патяшина алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

60 ҫултан аслӑрах, медицина, вӗрентӳ социаллӑ учрежденисенче ӗҫлекен ҫынсен, транспорт организацийӗсен, промышленность, строительство, энергетика предприятийӗсен, агропромышленность комплексӗнче, правона хӳтӗлекен органӗсенче ӗҫлекнсен, патшалӑх тата муниципаллӑ служащисен, суту-илӳ, апатлантару сферинче ӗҫлекнсен, таксире тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх системинче тӑрӑшакан, музейсенче, кино, концерт, курав залӗсенче, библиотекӑсенче, кану центрӗсенче, ача-пӑча лагерӗсенсе, хыпар хатӗрӗсенче, аптекӑсенсе, ветеринари клиникисенче, хӑна ҫурчӗсенче, автосервиссенче, вуз е техникум тулашӗнче практика иртекен студентсен  вакцинаци тултармалла пулать.
Вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрне ноябрӗн 9-мӗшӗччен иртмен ҫынсене ӗҫе кӗртмелле мар. Вакцинӑн иккӗмӗш компонентне декабрӗн 6-мӗшӗччен тутармалла. Прививка тума юраманнине ӗнентерекен медицина справки пулсан ҫак йӗркесем ҫынна пырса тивмеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев