«Чи лайăх салам. Самый лучший привет»
Николай Ишентейӗн хайлавӗсемпе чăвашла пӗлмен вулакансем те паллашма пултараçç
Николай Ишентей çыравçăн ятне вулакансем лайăх пӗлеççӗ. Чăваш ача-пăча литературин аталанăвне вăл хывнă тӳпе вышкайсăр пысăк. Николай Петрович – тухăçлă ӗçлекен авторсенчен пӗри. Поэт, прозаик тата куçаруçă çанă тавăрсах сăвă-калав шăрçалать, вӗсене пичетлесех тăрать. Пӗлтӗр кăна Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Чӗвӗлпи. Щебетунья» сăвă пуххи тухнăччӗ – кӗске вăхăтрах саланса та пӗтрӗ.
Нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн черетлӗ кӗнеки – «Чи лайăх салам. Самый лучший привет» – кун çути курчӗ. Ăна кӗçӗн çулти ачасем валли икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ. Чăваш çыравçин юмахӗсене вырăсла Дмитрий Суслин куçарнă, калавне – Ольга Васильева. Ӳнерçи – Екатерина Васильева, редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Хайлавсем калăпăшӗпе пысăках мар, анчах шухăшӗпе тарăн, сюжечӗпе интереслӗ. Вӗсен чӗлхи сăнарлă. Геройсем вулакансене ырă ӗç тума хавхалантараççӗ. Асамлă сăмахсен пӗлтерӗшне вара ӗçчен те тăрăшуллă, туслăха хаклакан ачасем кăна тупаяççӗ.
«Чи лайăх салам» юмах каппайчăк мулкачпа паллаштарать. Хӗвеле ăшшăн пăхнишӗн тав туса салам яракан пайтах. Кӗске хӳре вара хăйӗн ыр сунăмӗ пуринчен те лайăххи тесе шухăшлать, çакна ӗнентерме хăйне евӗрлӗ мел тупать... «Йӗкел» хайлав пурнăç хевти ăçта упраннине уçса парать.
«Кун-çул парни – туслăхра» юмахри Анчав кушакпа Анçырт йытă пӗррехинче юр çинче илемлӗ кӗрӗк асăрхаççӗ. Чаплă тумтире юлташсенчен кашниех хăйне валли илесшӗн. Хайхи чӗрчунсем тавлашсах каяççӗ. Кӗрӗкӗн хуçи пач кӗтмен çӗртен тупăнать... «Ӗçчен Мумукпа Сивӗ Мучи» хайлава вуласа хресченӗн тавçăрулăхӗнчен тӗлӗнетпӗр. Мумук ятлă çын ӗçрен хăраман, анчах шартлама сивӗре кăмака çинчен анман. Вутти, шывӗ, апачӗ пӗтсе çитсен ирӗксӗрех килтен тухма тивнӗ. Тулӗк Сивӗ Мучи хăвăртах каялла хăваласа кӗртнӗ ăна. Выçă вилеймӗн-çке, мӗн тумалла? Майне шыраса тупнă маттур хресчен.
«Çӗнтерӳçӗсем» калавра хулара пурăнакан Петюкпа ун ялти аслашшӗн хутшăнăвӗ тӗпре. Арçын ача аслашшӗ пек хастар, çаврăнăçуллă пуласшăн. Çавăнпах лашапа çӳреме вӗренес тӗллевпе спорт клубне çырăнать. Ырă пуçарусенче ачана ашшӗ хавхалантарса пырать. Ăрусен çыхăнăвне аван кăтартса панă автор.
Николай Ишентейӗн хайлавӗсене вырăсла та ăста куçарнă. Çавна май вӗсемпе чăвашла пӗлмен вулакансем те паллашма пултараççӗ. Кӗнеке вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев