Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Цифрăллă культура

Хусанти Патшалăх Культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева цифровизаци культурăран пуçланнă тесе шутлать.

Паянхи кун этем компьютерсăр нимӗн тăвассăн туйăнмасть. Ялта-и, хулара-и, мобильлӗ телфонран пуçласа (вăл та пӗчӗк компьютерах мар-и-ха?) кăткăс программăпа ӗçлекен пысăк яваплă машинăсем таранах – пур ӗçре те цифровизацие тӗпе хуратпăр.

Хусанти Патшалăх Культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева цифровизаци культурăран пуçланнă тесе шутлать. Тӗслӗхе халӗ «ретро»  сăмахпа палăртакан синтезаторсене, магнитофонсене илсе кăтартрӗ, культурăра искусство ӗçченӗсем тата маларах усă курнă инструментсене аса илчӗ. Халӗ те çак сферăра цифровизаци çитӗнӗвӗсемпе анлă усă кураççӗ. Раççейӗн тӗп хулинчен инçетре-инçетре пурăнсах Мускаври музейсен экспозицийӗсемпе паллашма май пур, искусство ăстисем компьютер графики пулăшнипе тӗлӗнмелле хитре шедеврсем куракан, итлекен умне кăлараççӗ.

 2023 çулхи сентябрӗн 20 – 23-мӗшсенче Хусанта «Kazan Digital Week: культурăри цифрăллă технологисем» Халăхсен хушшинчи форум ӗçлӗ. Мероприяти уçăлас умӗн ТР Культура министерствин ӗçченӗсем тата Хусанти патшалăх Культура институчӗн ректорӗ журналистсемпе тӗл пулчӗç.

«Kazan Digital Week» Форум 2021 çултанпа иртет, пӗлтӗр те вăл интереслӗ, тӗрлӗ мероприятисемпе пуян пулчӗ. Форумăн хăйӗн сайт унта тапхăр-тапхăр вăл е ку темăпа ирекен вебинарсене анонспа пӗлтерсе тăраççӗ, хакатона хутшăнма чӗнеççӗ. Йӗреклӳ ӗçӗсем те, форумпа çыхăннă çӗнӗ хыпарсене чи малтан пӗлтерекенни те сайт пулса тăрать. Тен, çавăнпа та форум ӗçӗпе интересленекенсен йышӗ хăвăрт ӳсет. 2022 çулта, тӗслӗхрен, 17,5 пин çын хутшăннă. Çак цифра кăçал тата пысăкрах пуласси куçкӗрет.

Сăнӳкерчӗк «Татр-информ» ИА.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровая культура