Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çил-тăманран йăлăхса çите пуçларăмăр ӗнтӗ

Кăшарни кунӗ Тутарстанра ноль градус таран ăшăтма пултарать

Тутарстанра каллех çил-тăман тухасса кӗтеççӗ. Кăрлачăн 19-мӗшӗнче çиллӗ çанталăк пулать, чылай çӗрте юр хӳсе тултарать тесе асăрхаттараççӗ синоптиксем.

Çил хăвăртлăхӗ республикăра çеккунта 15-20 метра çитме пултарать, Хусанта – çеккунта 18 метр. Тăвăл вăхăтӗнче çулсем çинче начар курăнать, пăрлак пулма пултарать, юр хӗвет тата юр «пăтти» кӗтмелле.

Çӗрлехи сывлăш температури −7 градусран пуçласа −2 градус таран пулать, кăнтăрла çанталăк −5, –0 градус таран пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев